«Пушкин карттипе» — театра

«Пушкин карттипе» — театра

 

Октябрĕн 7-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Ухсай Яккăвĕн трагедийĕ тăрăх лартнă «Шуйттан чури» спектакльпе çĕнĕ сезона уçнă. Театрта уйрăмах çамрăксем йышлă пулнă. Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра «Пушкин картти» программа старт илчĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ. «Пушкин картти» — çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14—22 çулсенчи граждансене параççĕ. Шăпах çамрăксенчен чылайăшĕ çак карттăпа усă курса билетсем туяннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *