Илемлентĕр тăван тăрăх!

Илемлентĕр тăван тăрăх!

Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарнипе сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен «Экодежурный РДШ» акци иртет.
Пирĕн шкул та ку акцие кашни çулах хутшăнать. Акци йĕркипе шкул ачисен туссемпе, пĕрле вĕренекенсемпе пухăнса хăйсен урамĕнче е пĕр-пĕр çырма, пĕве таврашĕнче, паркра /хăйсем суйланă кирек хăш вырăнта/ çуп-çап пухса илем кÿмелле. Тукай ачисем хайсен ялĕнче, Çĕнĕ Мăратсем — хайсен тавралăхĕнче, Вутлан тата Тăманлă Выçлисем — тăван ял урамĕсене, çырма-çатрана тирпей-илем кÿреççĕ. Тăван яла, урама, тăван тавралăха таса та тирпейлĕ курма кăмăллă.
Эпир те çак кунсенче шкулта йĕркеленĕ «Экодежурный РДШ» акцине хутшăнтăмăр. Ăна çутçанталăка тасатас, уçă та таса сывлăшпа сывлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен Тукай ялĕнче пурăнакан ачасем: Анна Казакова, Михаил Иванов, Аркадий Воробьев, Андрей Никитин, Виктория Портнова, Вероника Портнова, 2-мĕш класра вĕренекен Савелий Киселев та савăнсах хутшăнчĕç. Эпир пурте пĕрле туслăн, хаваспах, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлерĕмĕр. Çут çанталăка ман шутпа таса та, тирпейлĕ тытмалла. Таса мар çÿп-çапсене уйăрса панă вырăна тăкмалла, кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахса çÿремелле мар. Вĕсене пăрахмасан, урамсене тирпейлĕ тытсан мĕнле лайăх та, кăмăллă çĕр çинче пурăнма. Таса та тирпейлĕ урамсемпе утма чунăм та хĕпĕртет, кăмăла та лайăх. Çакăн пек акцисене хутшăнса ачасем ялсене те çутçанталăка та усă кÿреççĕ.
Акцисене вара шкул ачисем çеç мар, пурте пĕрле, йышпа хутшăнасчĕ. Çырма-çатрасем, урамсем, кÿлĕсем, уй-хирсем яланах таса пулччăр.
Анна КАЗАКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *