Каш! Кашлатăр вăрман

Каш! Кашлатăр вăрман

ЭКО волонтер организацийĕ «Вăрман ларт» /«Посади лес»/ проектпа килĕшÿллĕн йывăç лартас енĕпе кĕркуннехи конкурс пуçарнă. Çавна май çутçанталăка пула шар курнă вăрмана йывăç-тĕм лартмалла. Кĕркуннехи конкурс сентябрĕн 1-мĕшĕпе ноябрĕн 30-мĕшĕччен иртет.
Унта хутшăнас текенсен чи малтанах ru//vesennij-konkurs-volonterskih-posadok сайтра регистрациленмелле, конкурс положенийĕпе паллашмалла, йывăç лартмалла, акци епле иртнипе паллаштармалла.
Йывăç лартас ĕçе чи лайăх йĕркелекен 6 организацие 20-50 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене декабрĕн 15-мĕшĕнче палăртаççĕ.
Палăртса хăвармалла «Вăрман ларт» /«Посади лес»/ проект 2015 çултанпа ĕçлет. 6 çул хушшинче проект ĕçне пысăк тÿпе хывакан волонтерсем 2 регионта 1,5 миллион ытла йывăç лартнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *