Тăрăшуллă ĕçченсене шанма пулать

Тăрăшуллă ĕçченсене шанма пулать

Кашни хуçалăх ĕçчен алăсем çинче тытăнса тăрать, ĕçлекенсем пулмасан, паллах, малалла каяймăн. «Рассвет» ЯХПКра вăй хуракансем те тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хуçалăхри ĕçсем кал-кал пыраççĕ.
Анатолий Викторов тракторпа та, ГАЗ-53 автомашинăпа та ĕçлеме ĕлкĕрет. Сенаж, силос, тырă, çĕрулми турттармалла-и — вăл тÿрех руль умне васкать. Утçи вăхăтĕнче погрузчикпе утă тиет. Тăрăшуллăскер нихăçан та ĕçсĕр лармасть, çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ вăхăтра вăл иртен пуçласа каçчен хирте. Çавăн пекех хуçалăхри пушар машини те Анатолий Александрович çинче шутланать. Вăл ăна пăхса-тирпейлесе тăрать. Çывăхри ялсенче «хĕрлĕ автан» алхасас пулсан, А.Викторов пушар машинине хускатса чи малтан инкек вырăнне çитсе пулăшу кÿрет.
Денис Киселева вара трактор çинчех ÿснĕ тесен те юрать. Унăн ашшĕ Василий нумай çул «хурçă утпа» ĕçленĕ. Çавна май Денис та мĕн пĕчĕклех унпа пĕрле хире тухнă, ашшĕ трактор юсанă чухне те пĕрле тăрмашнă. Çавăнпа та шкул пĕтернĕ хыççăн професси суйласси Д.Киселевшăн йывăр ыйту пулман. Вăл ашшĕн çулне суйласа трактор рулĕ умне вырнаçнă. Çураки пуçлансанах Денис Васильевич сеялка çаклатса хире тухать. Удобрени сапасси, ворошилкăпа утă хускатасси, тем те пĕр турттарасси те унăн тивĕçĕсем. Вырма вăхăтĕнче вăл Владимир Коноплев комбайнерăн пулăшуçинче тăрăшать. Пĕр сăмахпа каласан, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ун валли ĕç тупăнсах тăрать.
— Маттур механизаторсене темĕнле ĕç те шанма пулать. Вĕсем йăлтах яваплăха туйса, вăхăтра пурнăçлаççĕ. Акă, çывăх вăхăтрах çĕрулми кăларма тухăпăр. Ку ĕçе те пĕр кăлтăксăр, маларах планланă пек пурнăçласса шанатăп, — уçрĕ шухăшне «Рассвет» ЯХПК агрономĕ Сергей Филиппов.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *