Хамăр сывлăхăмăр – хамăр аллăмăрта

Хамăр сывлăхăмăр – хамăр аллăмăрта

Коронавирус лăпланма шутламасть-ха. Çакна сентябрь уйăхĕнчи кăтарусем яр уççăн çирĕплетеççĕ.
Паянхи куна районĕпе коронавирсупа 68 çын чирлĕ, вĕсенчен 31 çын республикăри больницăсенче сипленет. Иртнĕ эрнере кавар чире пула 2 çын пурнăçран уйрăлнă, пурĕ вара чире пула 42 çын вилнĕ. Килте сипленекен çынсене тÿлевĕср эмелсемпе тивĕçтереççĕ, çак пулăшупа пурĕ 615 çын усă курнă.
«Хăрушă чиртен упранас тĕллев-пе вакцинаци туни çав тери пĕлте- рĕшлĕ. Çавна май вăхăтра прививка тутармалла. Паянхи куна вакцинацин пĕрремĕш компонентне 5865 çын тутарнă. Ку прививка тума палăртнин 53,1 проценчĕ. Çав вăхăтрах 10 çынна ревакцинаци тунă. Ку — прививкăн иккĕмĕш тапхăрĕ. Вакцинацилесси малалла пырать. Çынсем прививкăна тĕп больницăна çитсе те, ялсенчи мобильлĕ пунктсенче те тутарма пултараççĕ», — пĕлтерчĕ районти тĕп тухтăрăн çумĕ Инна Ефремова.
Çавăн пекех тухтăрсем асăрхаттараççĕ, кĕркуннехи—хĕллехи вăхăтра грипп чирĕнчен асăрханса та прививка тутарни вырăнлă. Çавăнпа та кăмăл пуррисем асăннă прививкăна та тума пултараççĕ.
Тухтăрсем чир çав тери хăрушă пулнине çине-çинех асăрхаттараççĕ. Çавна май профилактика мерисене пăхăнма манмалла мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла. Районта ĕçлекен мобильлĕ ушăкăнсем çынсем, сутуçăсем, уйрăм предпринимательсем йĕркене пăхăннине çирĕп тĕрĕслеççĕ, тăтăшах рейдсем йĕркелеççĕ.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *