Вторник, 8 октября

Коронавирус хыççăн реабилитаци тухма пулать

COVID-19 организма мĕнле сиен кÿни, чире çĕнтернĕ хыççăн мĕнле реабилитаци витĕр тухма май пулни çинчен пире П.Н.Осипов ячĕллĕ Шупашкарти пĕрремĕш хула больницин медицина реабилитацийĕн уйрăмĕн заведующийĕ, врач-рефлексотерапевт Надежда Васильевна Орлова каласа пачĕ.
— Коронавирус инфекцийĕ мĕнпе хăрушă; Ун хыççăн мĕнле йывăрлăхсем пулаççĕ?
— COVID-19 çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕсем шутне кĕрет. Вăл пневмони пуçарса ярать çеç мар, çавăн пекех чĕре, пуç мими тата юн тымарĕсем çине япăх витĕм кÿрет. Çавна май инсульт, инфаркт, тромбоз пулас хăрушлăх ÿсет. Коронавирус гриппа танлаштарсан вăйлăрах ерет. Аслăрах çултисем тата тĕрлĕ чирсемпе аптăракансем çак инфекцие çаклатсан вилме те пултараççĕ. Коронавирус палăрнăранпа виçĕ уйăх иртсен чирлесе ирттернĕ çыннăн ковид хыççăнхи синдром аталанма пултарать.
— Çакăн пек синдром кашни çыннăнах пулать-и, мĕнпе палăрать вăл?
— Статистика тăрăх, COVID-19-па чирлесе ирттернĕ çынсен 10—20 проценчĕн ковид хыççăнхи синдром аталанать. Тĕрлĕрен симптомсем 6 уйăх таран сыхланса юлма пултараççĕ. Çакă инфекци çын организмĕнчи пĕтĕм юн тымарĕсене сиенленипе çыхăннă. Ковид хыççăнхи синдром çын ывăннипе, манса кайнипе, депрессипе, пуç ыратнипе, кăкăрта ыратнипе, шăршă пĕлменнипе, иртмен ÿслĕкпе, сывлăш çитменнипе, чĕре хăвăрт тапнипе, мышцăсем ыратнипе палăрать. Çак симптомсем органсен е нерв тытăмĕн ĕçĕ пăсăлнипе çыхăннă.
— Ковид хыççăнхи синдромран сипленме пулать-и?
— Чылай чухне ку синдрома ăнăçлăн сиплеççĕ. Çакна валли реанимаци уйрă- мĕнче пуçланă медицина реабилитацине çын больницăран тухнă хыççăн та малалла тăсмалла.
— Мĕн-ха вăл медицина реабилитацийĕ?
— Медицина реабилитацийĕ — çынна сывалма пулăшакан мерăсен комплексĕ. Ку комплекс кашни чирлĕ çыннах кирлĕ мар, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисемшĕн хăйсем пурăнакан вырăнти медицина организацийĕнче физиотерапи тата сиплев физкультурин курсне тухни те çителĕклĕ. Реабилитаци мерисем çын чирленĕ хыççăн 2—3 уйăха тăсăлмалла. Вĕсене кашни пациент валли уйрăммăн палăртаççĕ.
— Пневмонипе чирлесе ирттернĕ пациентсен ÿпкисене мĕнле йĕркене кĕртмелле?
— Сывлав тытăмне йĕркене кĕртме эмелсемпе сипленисĕр пуçне ятарлă сиплев гимнастики тумалла. Вăл сывлав процесне йĕркене кĕртме, органсем патне кислород илсе пырассине лайăхлатма пулăшать. Сиплев гимнастики ятарлă хăнăхтарусенчен тăрать. Вĕсене майĕпен, тарăннăн сывласа тăваççĕ.
— Врач каламасăрах, тĕрĕслесе тăмасăрах сывлав гимнастики тума юрать-и?
— Сывлав тытăмĕн ĕçне йĕркене кĕртессине реабилитологсен тĕрĕслесе тăмалла. Çавăн пекех пульс хăвăртлăхĕ, юн пусăмĕн шайĕ, сывлав уйрăмлăхĕсем çине тимлĕх уйăрмалла.
— Ковид хыççăнхи реабилитаци вăхăтĕнче мĕн сисчĕвлентермелле-ха?
— Хăш-пĕр тĕслĕхсенче пациентсен нерв тытăмĕн ĕçĕ сиенленет: кăмăл пăсăлать, ыйхă çĕтет, çын сăлтавсăрах канăçсăрланать. Кун пек чухне психолог пулăшăвĕ кирлĕ. Йывăртарах тĕслĕхсенче психотерапевтран пулăшу ыйтни те вырăнлă. Енчен те тимлĕх чаксан, асра тытасси япăхлансан, невролог патĕнче тĕрĕсленмелле.
— Пирĕн республикăра хăш медицина организацийĕсенче реабилитаци тухма пулать?
— Шупашкарти 1-мĕш хула клиника больници, П.Н.Осипов ячĕллĕ Шупашкарти пĕрремĕш хула больници, «Надежда», «Чувашиякурорт» санаторисем реабилитаци сиплевĕпе тивĕçтереççĕ. Енчен те пĕтĕмĕшле медицина страхлавĕн полисĕ пур пулсан, республикăри районсенче пурăнакансем çак санаторисенче тÿлев- сĕрех сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Çакна валли участок врачĕн направленийĕ кирлĕ.
— Харпăр хăй реабилитаци программине мĕнле процедурăсем кĕреççĕ?
— Çакăн пек программăна врач-терапевт ертсе пыракан ятарлă реабилитаци команди хатĕрлет. Программăн тĕллевĕсем: сывлава йĕркене кĕртесси, органсене кислородпа тивĕçтерессине лайăхлатасси, кăмăл-туйăм тăнăçлăхне тивĕçтересси. Çакă çынна хăвăртрах сывалма пулăшать. Харпăр хăй реабилитаци программине çавăн пекех сиплев физкультури, сывлав гимнастики, физиотерапи, рефлексотерапи, массаж, механотерапи, психокоррекци кĕреççĕ. Ÿпкене искусствăлла майпа вĕрттернĕ хыççăн çăтассипе чăрмавсем пур пациентсемпе логопед ĕçлет. Çавăн пекех реабилитаци вăхăтĕнче çителĕклĕ хусканусем туни пĕлтерĕшлĕ. Çакă ÿпкен сывлав активлăхне ÿстерме, мышцăсен хавалне йĕркене кĕртме пулăшать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *