Татах улталанă

Татах улталанă

Ултав серепине хальхинче Йăвашкел ялĕнче пурăнакан çын çакланнă. Ултавçăсем телефонпа шăнкăравланă, банк хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем тесе пĕлтернĕ те, çине тăрсах банк карттин номерне ыйтнă. Аптраса кайнă арçын тÿрех цифрăсене каланă. Хăй çав самантрах, банк картти çинче упраннă 4200 тенкĕсĕр тăрса юлнă. Арçын ултавçăсем пирки нихăçан та илтмен-шим? Ялсенче, район центрĕнче ултавçăсем пирки асăрхаттарса çырнă информаципе паллашма пулать. Пĕлтерÿ хăмисем çинче самаях вырнаçтарнă вĕсене. Унсăр пуçне полици ĕçченĕсем килсерен çÿреççĕ, ултавçăсенчен асăрханма ыйтаççĕ, хаçатра тăтăшах çыратпăр, радиопа çине-çинех калаççĕ, телевизорпа кăтартаççĕ. Анчах та пур-пĕрех палламан çынсене шанатпăр. Шанма юрамасть, банк карттин номерне вăрттăнлăхра упрамалла.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, паян Раççейре вăрланипе çыхăннă преступленисен 80 процентне çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăрах тăваççĕ. Халĕ «çынсен шучĕпе пурăнас» шутлисем «онлайнра» лараççĕ, кун пек майпа вĕсем инкек тÿсекенпе куçа-куçăн тĕл пулмасăрах ун патне укçа-тенкĕ вăрлама «кĕрсе тухаççĕ».
Кун йышши преступленисене уçса пама тата тĕпчеме питех те йывăр. Банк карттисемпе счетсем çинчи укçасене каялла хуçисене тавăрса парасси питех те йывăррăн пулса пырать. 2021 çулхи пĕрремĕш çурçулта онлайн мелĕпе вăрланă укçасен 11 процентне çеç тавăрса панă.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *