Воскресенье, 5 мая

Ветерансем тĕл пулчĕç

Ветерансем тĕл пулчĕç

Кăçал тĕнчери оперативлă тата стратегиллĕ чи пысăк пĕрлешĕвĕн — СССР хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар чаçĕсене Германи çĕршывĕнчен кăларнăранпа 27çул çитрĕ.
Германири СССР оккупаци çарĕсен ушкăнне Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтсен 1945 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1954 çулта çар чаçĕсен ятне улăштарнă. «Германири совет çарĕсен ушкăнĕ» ят панă. ГСÇУ чаçĕсене 1994 çулта Германи пĕрлешĕвĕн территорийĕнчен кăларнă.
Августăн 31-мĕшĕнче тĕрлĕ çулсенче Германире службăра пулнă ветерансем район центрĕн паркĕнчи «Танк-80» палăк умĕнче паллă кун ячĕпе пуçтарăнчĕç. Вĕсем çар службин тапхăрĕнчи самантсене аса илчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пухăннисене паллă кунпа саламларĕ, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата ăнăçу сунчĕ.
С.ЕФИМОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *