Хăйсемпе банк тата йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тесе паллаштарнă çынсем 54-ри хĕрарăма улталанă. Темиçе эрне каялла хĕрарăм патне банк ĕçченĕсем шăнкăравланă, такам унăн ячĕпе кредит илме хăтланнине пĕлтернĕ, укçана урăх счет çине куçарма сĕннĕ. Вĕсем хĕрарăма «йĕрке хуралçипе» çыхăнтарнă. Лешĕ Шупашкар хĕрарăмне «РФ ШĔМĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ» удостоверенине — суя документ сăн ÿкерсе янă. Анчах унашкал учреждени çукки хĕрарăма шутлаттарман. Вăл ĕçне пăрахса банка чупнă. Унта хĕрĕ валли хваттер туянма хатĕрленĕ 4 миллион тенкĕ укçине илме шутланă. Банк ĕçченĕ вăл ултавçă аллине лекме пултарни пирки асăрхаттарнă. Анчах хĕрарăм ăна итлемен. Банк ĕçченĕ полицейскисене чĕннĕ, вĕсем калаçу ирттернĕ. Хĕрарăм пакунлисене итлемен, ултавçăсене укçа куçарса панă. Унсăр пуçне тата 5 банкран кредит илнĕ. Пурĕ 3,5 миллион тенкĕлĕх. Укçана тĕрлĕ счет çине куçарнă. Çапла майпа ултавçăсене 7 миллион тенкĕ ытла «парнеленĕ».