Пятница, 26 апреля

Педагог, тренер, наставник

Педагог, тренер, наставник

Юлашки çулсенче Урмаел вăтам шкулĕнче спорт аталанăвĕ лайăх кăтартусемпе палăрса тăрать. Шкул команди тĕрлĕ ăмăртусенче /районта кăна мар, республикăра та, Раççей шайĕнче те/ призерсен шутĕнчен тухмасть. Акă, сăмахран, шкул футболисчĕсем кăçал зонăри ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Мускаври турнирта та çĕнтерĕве хăйсен аллинчен вĕçертмерĕç.
Урмаелсем ытти шкул спортсменĕсене хăнана чĕнсе час-часах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем /волейбол, шашка-шахмат/ йĕркелеççĕ. Çакă вĕренекенсемшĕн питĕ усăллă. Вĕсем юлташла тĕл пулусенче пĕр-пĕринпе çывăхланаççĕ, шкулсенчи пурнăçпа паллашаççĕ, çыхăнăва çирĕплетеççĕ. Урмаел вăтам шкулĕнче физкультура учителĕнче вăй хуракан Фидаил Гадельянович Рахимзянов 1984 çулта Чăваш Патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультетĕнче ăнăçлă вĕренсе аллине диплом илнĕ. Физрукăн ĕç стажĕ районти Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пуçланнă. Кунта виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Фидаил Гадельянович тăван ялти вăтам шкулта тăрăшма пуçланă. Ĕçри тивĕçсене парăнса ĕçлекен вĕрентекен 26 çул ачасене спортпа çывăх туслашма майсем туса парать. Районта иртекен ăмăртусемпе турнирсемсĕр пуçне Урмаел спорт командисем /футбол, волейбол, шашка-шахмат, çăмăл атлетика, армрестлинг тата ытти те/ юлашки 10 çулта кăна республикăри ăмăртусенчен çичĕ хут киле çĕнтерÿпе, ултă хут 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тивĕçсе таврăннă.
Спорт аталанăвне анлă çул уçса параканни, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелекенни вара пуçаруллă физкультура учителĕ Фидаил Гадельянович. Вăхăтне, вăйне шеллемесĕр тăрăшать вăл. Унăн ĕçне район хаçачĕ те пĕрре кăна мар çутатса панă. Ăшă кăмăллă, ырă чун-чĕреллĕ, спортсменсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын — педагог, тренер, наставник.
Ялти спорт командисен çакăн пек кăтартусем пулччăр тесе сахал мар вăй хумалли пирки ытлашши калама кирлĕ те мар. Шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, футболистсен, баскетболистсен секцийĕсем ăнăçлă ĕçленĕ. 2003 çултах республикăри армрестлинг ăмăртăвĕнче Урмаелсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ф.Рахимзянов тăрăшулăхне ялти спортсменсенчен 10-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçни те уççăн çирĕплетет. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Фидаил Гадельяновичăн Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин Хисеп грамоти те пур. Унăн ĕçне Раççей Федерацийĕн Физкультурăпа спорт министерствин тата Агентствин Хисеп грамотине парса хакланă. Çакăн пек грамотăсемпе педагога Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерстви те чысланă. 2016 çулта вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине те тивĕçет. Тав хучĕсене шутласан Фидаил Гадельяновичăн район тата республика наградисем çирĕме яхăн шутланаççĕ.
В.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *