Понедельник, 6 мая

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти аграрисен халĕ çулталăкри чи хĕрÿ тапхăр пырать: вĕсем хĕрсех вырма ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Хирсенче пĕр самантлăха та техника шавĕ шăпланмасть.
Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ 3026 гектар çинчи тырра пуçтарса кĕртнĕ, 5788 тонна «сарă ылтăн» çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 19,1 центнерпа танлашать. «Слава картофелю» агрофирмăра тата «Родина» ООО-ра кĕрхи тулла пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ.
Хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те пикенсех ĕçлеççĕ. Хальлĕхе пурĕ 5384 тонна утă, 12475 тонна сенаж, 1441 тонна силос янтăланă. Пĕр çул ÿсекен курăксене — 427 гектар çинчен, нумай çул ÿсекен курăксене 3698 гектар çинчен çулнă.
Ĕçсем малалла пыраççĕ. Çанталăк уяр тăрсан хуçалăхсенче вăй хуракансем кашни ĕçе вăхăтра туса пĕтерме тăрăшаççĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *