Понедельник, 6 мая

Коронавирусран тăвакан вакцинацим нумай çынна шухăшлаттарать

Коронавирусран тăвакан вакцинацим нумай çынна шухăшлаттарать

COVID-19 чиртен прививка туни нумай çынна шухăшлаттарать. Коронавирусран тăвакан вакцина ДНК тата ача çуратасси çине мĕнле витĕм кÿрет? Чирлесе ирттернĕ пулсан прививка тумалла е тумалла мар? Вакцинăсенчен хăшĕнпе прививка тутарсан лайăхрах; Вирус тăтăшах мутациленине пула вакцина несĕл пахалăхĕсене улăштарнă чирĕн çĕнĕ варианчĕсене хирĕç кĕрешеет-и? Прививка тунă хыççăн коронавируспа чирлес хăрушлăх пур-и?
Коронавируспа чирлесе сывалнисен вирус патне иммунитет аталанать. Анчах вăл мĕн вăхăта пыни тата хÿтлĕх мĕн таран çирĕп пулма пултарни хальлĕхе шанчăклă паллă мар. Чирлесе ирттернĕ хыççăн темиçе уйăх иртсен прививка тумаллах.
Раççейре регистрациленĕ вакцинăсем пурнăçшăн хăрушă мар. Вăраха кайнă чир-чĕрсем е сывлăх енчен ытти уйрăмлăхсем пулсан вакцина суйласа илесси пирки врачпа канашламалла.
Ковидран тăвакан нихăш вакцина та çыннăн иммун системи çине витĕм кÿме пултараймасть. Вăл иммун клеткисене коронавирусăн генетика материалĕн фрагменчĕсемпе паллаштарать — вĕсем вара вирусран хÿтĕлекен антителасем туса хатĕрлеме пикенеççĕ. Çавăн пекех вакцина арçынсен те, хĕрарăмсен те сывă ача çуратса ăрăва тăсас пултарулăхĕ çине витĕм кÿни çинчен çирĕплетÿ çук. Раççей вакцинисене лабораторири чĕрчунсем çинче сăнанă — япăх тĕслĕхсем тупса палăртман. Енчен те çын хальхи вăхăтра çие хăварма шутланă пулсан коронавирусран вакцинаци тунă хыççăн йывăрланма хăрамалла мар.
Пĕтĕм тĕнчери экспертсем чирĕн çĕнĕ варианчĕсем вирусăн тыткаларăшĕ çине мĕнле витĕм кÿнине тата COVID-19 чиртен тăвакан вакцинăн усăлăхне тăтăшах тĕпчеççĕ. Хальлĕхе чир йĕрки тата эпидеми процесĕ çине витĕм кÿме пултаракан патогенсен улшăнăвĕсене тупса палăртман. Енчен те вакцинăсенчен хăшĕ те пулсан чирĕн пĕр е темиçе вариантĕнчен эффективлă хÿтĕлемесен вĕсен тытăмне улшăнусем кĕртеççĕ. Çав вăхăтрах прививка туни тата чир сарăласран йышăннă мерăсене пăхăнни вирус мутацилеме пултарассине чакарать. Пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, ятарлă маска тăхăнмалла, алăсене çумалла тата вăхăтра медицина пулăшăвĕ илмелле.
COVID-19 чиртен прививка тунă хыççăн /прививка пирки мар, каярах вирус ертсен/ çын чирленĕ тĕслĕхсем сахал. Вĕсен шутне ытларах чухне вакцинаци курсне вĕçлеменнисем тата сĕннĕ сыхлану мерисене пăхăнманнисем кĕреççĕ. Çав вăхăтрах вакцинаци хыççăн чирленисем инфекцие çăмăлрах ирттереççĕ.
Чăваш Республикинчи
Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *