Пятница, 26 апреля

100 километрлă дистанцие 100 çын парăнтарнă

100 километрлă дистанцие 100 çын парăнтарнă

Июлĕн 24-мĕшĕнче велосипедпа ярăнма килĕштерекенсен «100 км — Мĕншĕн тесен эпир Пĕрле» чупăвĕ иртнĕ.
Мероприятие Раççейри ирĕклĕ профсоюзсен федерацийĕ, Чăваш Енри тата Тутарстанри Спорт министерствисем пулăшнипе «Профсоюз ТВ» телеканал тата Пĕтĕм Раççейри профсоюз организацийĕсемпе структура подразделенийĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех чупу маршручĕ иртекен муниципалитетсен администрацийĕсем те — Чăваш Республикинчи Комсомольскипе Елчĕк районĕсен тата Тутарстанри Пăва районĕн — активлă пулăшу парасси йăлана кĕнĕ.
Республикăсем хушшинче йĕркеленĕ мероприятин тĕллевĕ — 100 километрлă дистанцие 100 çынран тăракан велосипедистсен колоннипе пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса парăнтарасси. Иккĕмĕш хут иртекен велочупăва кăçал Раççей регионĕсенчи профсоюз организацийĕсен представителĕсемпе пĕрле Узбекистанран килнĕ хăнасен делегацийĕ те хутшăннă.
Велочупу Комсомольскинче старт илнĕ. Хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламланă. Велосипедистсем Комсомольскинчи паллă вырăнсенче пулса курнă. Унсăр пуçне вĕсем Çар мухтавĕн монуменчĕ патне чечексем хунă. Велосипедистсен колонни 100 километрлă дистанцие пĕр кунра парăнтарса Тутарстанри Пăва хулинче финиша çитнĕ. Кăнтăрлахи кану тата апатлану вăхăтне велочупăва хутшăнакансем Елчĕкре ирттернĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *