Воскресенье, 28 апреля

Кашни суйлавçă суйлава сăнаса тăма пултарать

Кашни суйлавçă суйлава сăнаса тăма пултарать

Чăваш Республикин Общество палатин ячĕпе суйлав участокĕсенчен граждансем валли видеотрансляци тума май çукки пирки ыйту çитнĕ. Социаллă сетьсенче кĕске вăхăт хушшинче тĕрлĕ сас-хура çĕкленчĕ, комментарисем те сахал мар пулчĕç .
Чăнах та, Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ июлĕн 14-мĕшĕнче мĕнле йышăну тунă? Суйлав уççăн ирттерессине тĕрĕслесе тăракан принципсене пăхăнаççĕ-и?
Участокри видеокамерăсем ĕçлеççĕ-и?
Паллах, участоксенче камерăсен шучĕ ÿссе пырать. Камерăсем пурри лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма май парать. Пĕтĕмпе суйлав вăхăтĕнче суйлав участокĕсен 80 процентне камерăсемпе сăнаса тăма палăртаççĕ. Интернетпа тивĕçтермен пысăках мар участоксенче, çав шутра суйлавçăсен шучĕ 1 пинрен сахалрах пулнă вырăнсенче, видеорегистраци йĕркелĕç.
2021 çулхи çитес суйлав кампанийĕнче 100 пин ытла камера суйлав уçă та тĕрĕс иртнине сăнаса тăрĕ. Ку вăл малтанхи суйлавсенче пулнă камерăсенчен 2,5 хут пысăкрах.
Граждансем участоксенчен трансляцие тÿрремĕнех курма пултарĕç
Раççейĕн кирек хăш гражданинĕ те хăйне кăмăла кайнă кирек мĕнле суйлав участокĕнче те кандидата та, парти кандидатне те, штабпа килĕшсе татăлнă май, видеотрансляци курма пултарать. Видеотрансляци суйлав иртнĕ виçĕ кунра та иртет.
Видео çине çырса пыма пулать
Енчен те эсир хăвăр кăмăла каякан кандидат тата партипе килĕшсе татăлсассăн эсир унăн штабне пыма, телефон экранĕ çинчен видео çырса пыма пултаратăр. Кунта нимĕнле чару та пулмасть. Видеокамерăсене сасăлав процедурин уççăнлăхне тĕрĕслесе тăма май пултăр тата суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем патне никамăн та ыйту сиксе ан тухтăр тесе палăртаççĕ.
Суйлав уççăнлăхне тĕрĕслесе тăма пулать
Çакна сăнаса тăракан /наблюдатели/ пек пулсан тума пулать. Тĕслĕхрен, ку суйлав тапхăрĕнче сасăлав процесне сăнамалли майсене анлăлатнă. Партисемпе кандидатсемсĕр пуçне участоксене ахаль граждансем килеççĕ. Вĕсене обществăлла сăнавçăсем теççĕ. Обществăлла сăнавçăсен ĕçĕ-хĕлне Чăваш Республикин Общество палатинчен палăртаççĕ.
«Пирĕн республикăра пурăнакан кашни çыннăн суйлав кампанине тĕрĕслесе тăма май пур. Ку кашни çыннăн гражданла прави. Кашнин тивĕçĕ — суйлав процесне хутшăнасси. Кайран пирĕншĕн те йышăну тунă тесе ан калаччăр çынсем», — палăртнă Чăваш Ен Общество палатин членĕ Владимир Тимофеев. Унăн шухăшĕпе, видео асăрхавĕ — тĕрĕслев инструменчĕ. Обществăлла сăнавçăсем вара суйлав иртнине пĕтĕмпех пăхса, тĕрĕслесе ларма пултараççĕ. Граждансем суйлава тата унăн пĕтĕмлетĕвĕсене шанни çав тери кирлĕ», — палăртнă Владимир Тимофеев.
Комсомольски районĕнче пур суйлав участокĕнче те видеокамерăсем вырнаçтарнă. Ун пирки пире Комсомольски районĕнчи Общество канашĕн председателĕ, муниципалитет сăнавĕн общество штабĕн ертÿçи Василий Васильев каласа пачĕ. Камерăсенче пĕтĕм çырав тÿрех упранса юлать, кирлĕ пулсан вĕсене пăхса тухма пулать.
Çавăн пекех Комсомольски районĕнчи кашни суйлав участокĕнчех суйлав ирттернĕ чухне никама пăхăнман икĕ обществăлла сăнавçă пулмалла. «Вĕсен тĕллевĕ — суйлав участокĕсенче йĕркене пăхăннине сăнасси. Паян 48 сăнавçă вĕренсе ĕçе хатĕр, — ăнлантарчĕ штаб ертÿçи. Вĕсем Интернетра тăтăшах информаци вырнаçтарни те суйлав уççăнлăхне тата вĕсен ĕçĕ уçăмлă пулнине çирĕплетĕ.
Комсомольски тĕп суйлав участокĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне ирттернĕ чухне районти суйлав участокĕсенче пуринче те видео сăнав ирттерĕç. Çитменнине тата сăнав сасăлав кунĕн 3 кунĕнче /17, 18 тата сентябрĕн 19-мĕшĕсенче/ талăкĕпех пулĕ.
Видео-сăнав сасăлав йĕркеленĕ чухне, бюллетеньсене сейф-пакета тата вĕсене упрамалли ещĕксене вырнаçтарнă чухне, суйлавçăсен сассисене шута илнĕ тата сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен калакан протоколсене шутласа хунă чухне тата суйлав комиссийĕн пĕтĕмлетĕвне ирттернĕ чухне пĕтĕмлетÿсем тума май парать.
А.МАРИЯН хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *