Воскресенье, 28 апреля

«Мăкăнь» операци иртет

«Мăкăнь» операци иртет

Наркотиклă ÿсен-тăрансене çитĕнтерессипе, сарассипе çыхăннă преступленисене тупса палăртас, наркотиклă е психотроплă япаласемлĕ хăйсем тĕллĕн ÿсекен курăксене тупса вĕсене пĕтерес тĕллевпе Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче июлĕн 19—28-мĕшĕсенче «Мăкăнь — 2021» оперативлă профилактика операцийĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртет.
1998 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 3-ФЗ №-лĕ «Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă япаласем çинчен» Федераллă саккунăн 29 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн, камăн çĕр лаптăкĕ çинче наркотиклă ÿсен-тăрансем çитĕнеççĕ, çавă вĕсене тăпăлтарса пĕтерме тивĕç. Енчен те çĕр хуçи полномочиллĕ орган çакăн çинчен предписани çырнă хыççăн та наркотиклă е психотроплă япалаллă ÿсен-тăрансене пĕтермесен, ăна административлă майпа штраф тÿлеттереççĕ. Граждансен — 3—4 пин тенкĕ, должноçри çынсен — 5—10 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 50—100 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет.
Енчен те наркотиклă е психотроплă япалаллă ÿсен-тăрансене çитĕнтерни уголовлă майпа явап тыттармалли ĕçсем шутне кĕмест пулсан, çакăншăн граждансене 3—5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме е административлă майпа 15 талăк таран тытса чарма, юридици сăпачĕсене 100—300 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Енчен те çак ÿсен-тăрансене саккуна хирĕç майпа çитĕнтернинче преступлени паллисем пур пулсан, йĕркене пăсакана РФ Уголовлă кодексĕн 231 статйипе айăплаççĕ. Çакăн пек преступленишĕн 8 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Хисеплĕ район çыннисем, енчен те эсир наркотик хатĕрĕсемпе усă курни, наркотик япалисемлĕ ÿсен-тăрансем ăçта та пулин çитĕнни çинчен пĕлетĕр пулсан, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмне 8/83539/5-14-17 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *