Воскресенье, 28 апреля

Вырма вăхăчĕ — çĕр ĕçченĕн çăмăл мар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Вырма вăхăчĕ — çĕр ĕçченĕн çăмăл мар ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ремис МАНСУРОВ: «Вырма тапхăрĕ пирĕншĕн тем сиксе тухсан та ăнăçлă тытмалли черетлĕ экзамен пекех. Çавăнпа кашни çулах ăна пушшех те тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Техника юсавлă, кăлтăксăр ĕçлессе шанатăп. Ĕçченсем вырма ĕçĕсене яваплă пурнăçлас шутлă пулни те савăнтарать».
Вырма вăхăчĕ — пиçнĕ тыррăн техĕмлĕ шăрши, комбайн шавĕпе тулнă вĕри кунсем, сехетсерен ÿссе пыракан ылтăн тухăçăн тăвĕсем. Çак тапхăрта аграрисем пÿлмесене тырă хывнă май, çак тухăçа пухиччен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ.
«Дружба» ЯХПКри вырма тапхăрĕнчи лару-тăрупа Андрей Яковлев агроном паллаштарчĕ. Паянхи куна хуçалăхра 100 гектар çинчи кĕрхи тулла 170 тонна /вăтам тухăç гектартан 17-шер центнер/, 100 гектар çинчи урпана 170 тонна ?вăтам тухăç гектартан 17-шер центнер/ çапса илнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕç кал-кал пырать. Хуçалăх 800 тонна сенаж, 250 тонна утă янтăланă, нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма пикеннĕ.
Комбайнсен штурвалĕсем умĕнче кăçал Николай Казаковпа Юрий Лисицын /«Агрос» комбайнпа/, Алексей Павловпа Александр Яковлев /«Вектор» комбайнпа/, Сергей Сергеев /«Агрос» комбайнпа/ çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Хирти ĕçсен хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ вĕсем хăйсене шанса панă техникăна юсавлă тытнинчен те нумай килет.
Борис Иванов, Альсим Абдуляхатов, Валерий Комиссаров водительсем комбайн бункерĕсенчи ылтăн тухăçа йĕтем çине турттараççĕ.
Пиçнĕ тырпула хиртен çапса кĕртнипе çеç мар, типĕтсе, тасатса çуркуннеччен пахалăхлă упранмалли кондицие çитермелле. Вара вăл тин таса тупăш шутланать. Йĕтемри тырра хĕрарăмсен бригади сортировкăсемпе аллать. Ираида Орлова ертсе пыракан хĕрарăмсем Фидания Ялакова, Нейле Зейнатуллина, Алсу Салахова, Милеуша Алиуллова, Гузель Феткуллина, Люция Хайруллина туслă, килĕштерсе вăй хураççĕ. Сортировкăсем тикĕс, кăлтăксăр ĕçлессине Рефизик Ялаков пăхса тăрать. Çĕмĕрĕлес пулсан вăл вĕсене çийĕнчех юсать.
Техника юсавлă, çунтармалли материал çителĕклĕ, опытлă кадрсем хăйсен вырăнĕнче пулнине тата ĕçченсен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕпе ĕç вырăнĕнчи яваплăхне, пĕтĕмĕшле тĕллеве пĕрле пурнăçланине шута илсен «Дружба» ЯХПК тухăçа çухатусемсĕр, ăнăçлă пухса кĕртмелле.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *