Понедельник, 29 апреля

Африка чуми – хăрушă чир

Африка чуми – хăрушă чир

Республикăпа кÿршĕллĕ регионсенче — Тутарстан, Мари Эл республикисенче тата Чулхула облаçĕнче сыснасем Африка чумипе чирленĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çавна пула килти хуçалăхра сысна тытакансене хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине асăрхаттаратăп.
Сыснасен Африка чуми — ерекен хăрушă чир. Вăл ерсен кирек епле выльăх та вилет. Унпа килти тата хир сыснисем чирлеççĕ. Африка чумин вирусĕ çав тери тÿсĕмлĕ, типĕтсен те, шăнтсан та хăвăрт пĕтмест. Инфекциленнĕ сысна ашĕнче тата тĕтĕмленĕ пĕçĕ ашĕнче вăл 5—6 уйăх упранать.
Инфекцин тĕп çăлкуçĕ — чирлĕ тата вилнĕ сыснасем. Чирлесе ирттернĕ выльăхсем чылай хушă вирус илсе çÿреççĕ тата сараççĕ. Сывă сысна чирлипе хутшăнсан вирус аш тата аш продукчĕсем, шалти органсем, юн, шăк, каяш, вилнĕ тата чирлĕ сыснасене пуснă, вĕсене пăхнă çынсем тытнă япаласем, чирлĕ тата вилĕ сыснасемпе çыхăннă килти тата тискер чĕр чунсем, кайăксем, ÿт паразичĕсем, хурт-кăпшанкă урлă лекет.
Ÿт температури 41,5—42 градуса çити ÿсни, аппетит çукки, пусăрăнчăклăх, питĕ шыв ĕçес килни, сăмса юхни, варвитти /хăш чух юнлă тухни/ чир паллисем пулса тăраççĕ. Пĕтĕ аман çурисем ÿкеççĕ. Сысна сăмсинчен юн юхать, хырăмпа хăлхисем тата ытти çĕрти ÿт çинче юн тухса хĕп-хĕрлĕ пăнчă пулса юлать, вăл пÿрнепе пуссан та шуралмасть. Вилес умĕн темиçе сехет маларах сыснан ÿт температури нормăран чакать, комăри выльăх 7—10 кунран вилет.
Сыснасен Африка чумин вирусĕ мĕн пур ытти выльăхсемшĕн тата çынсемшĕн хăрушă мар.
Ку чир ан пултăр тесен:
— сысна фермисемпе комплексĕсенче ĕçе «хупă» режимпа йĕркелемелле /çынсемпе выльăхсем унта контрольсĕр кĕрсе ан тухчăр тесе ферма территорине тавралла çÿллĕ хÿме тытса çавăрмалла/;
— территорие кĕмелли тĕп вырăнта дезбарьер /тăрă айĕнче/ тумалла, çанталăк сивĕ чух дезраствора ăшăтса тăмалла;
— сыснасене кил хушшине уçăлтарма кăлармалла мар;
— выльăх-чĕрлĕхрен ха тĕрленĕ апатпа пĕçермесĕр усă курмалла мар;
— чумаран вакцинаци тунине çирĕплетекен ветеринари справкисĕр сысна туянма юрамасть;
— ĕçченсене ятарлă тумтирпе тивĕçтермелле, сысна усракан хуçалăх территорийĕнче таса мар тумтирсене çăвассине йĕркелемелле;
— сыснасен ашне ветэкспертиза тутармалла;
— мĕн пур категорири хуçалăхсенчи сыснасене пăхса тĕрĕслесех тăмалла;
— сыснасем усракан пÿлĕме сăвăссемпе юн ĕçекен хурт-кăпшанкăран тăтăшах тасатса тăмалла;
— шăши йышши кăшлакан чĕр чунсене пĕтермелле;
— витесене вăхăтран-вăхăта дезинфекцилемелле, кун валли дезхатĕрсем яланах кирлĕ чухлĕ пулмалла;
— тислĕке сиенсĕрлетме ятарлă вырăна купаласа хумалла.
Чир паллисем пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр ветеринари врачне пĕлтермелле.
С.ВАСИЛЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *