Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ

Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ

Савăнăçлă çуллахи каникул вăхăтĕнчи хаваслă самантсем нихăçан асран каймаççĕ. Ялти таса сывлăшпа сывланине, ăшă шывра чăмпăлтатнине, вăрмана мăйăр пуçтарма кайнине, пулă тытнине, тăтăшах велосипедпа ярăннине, таврари ачасемпе тĕрлĕ вăйă вылянине, çывăх çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшнине эпĕ яланах ăшшăн аса илетĕп.
Совет самани вăхăтĕнче ялти шкул ачисем çулла утă, улăм, арпа хатĕрлеме, пăрçа çулма тăван колхоза пулăшнă, лайăх укçа ĕçлесе илме пултарнă. Çак ĕçре пире кирлĕ воспитани панă, çавăн пекех туслă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, йывăрлăхсем çине чунпа пăхма вĕрентнĕ атте-аннесем, колхоз ертÿçисем тата учительсем.
Йăлмахва ялĕнчи çамрăксем те «Знамя» колхоз уйĕнче кашни çулах вăй хунă. Унччен çак колхоз район шайĕнче пур енĕпе те малтисен ретĕнче пулнă, унăн пултаруллă ĕçченĕсем ĕç паттăрĕсем пулса тăнă. Паянхи статьяра мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă ентешпе паллаштарасшăн. Вася Смирнов шкул çулĕсенчех лашасене чунтан юратнă. Унччен ялти пĕтĕм ĕçе урхамахсемпе пурнăçланă тесен те тĕрĕсех пулать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче уйри улăма, арпана лавçăсем лаша витине илсе çитернĕ. Лавçăсем хушшинче чи кĕçĕнни шăпах 3-мĕш класра вĕренекен Вася пулнă. Хăйĕн юлташĕсенчен 4 çул çамрăкрахскер, ирех тăрса лаша витине васканă, колхоза пулăшнă. Ачашăн лашана сÿсмен тăхăнтартма йывăр пулман, вăл урапа çине йăпăрт çеç хăпарса тăнă, лашана кÿлсе ĕçе кайма хатĕрленĕ. Ритван ураписене кашни кунах сĕрсе тăмалла пулнă, ĕмĕр тăршшĕпе шорникре ĕçленĕ Архип Константинов çакна тĕрĕслесех тăнă. Çак ĕçре мĕн пĕчĕкрен пиçĕхнĕ В.Смирнов яланах хăйĕн вăйне шанса пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă.
Шкул пĕтерсен Василий Германире 2 çул салтак пăтти çинĕ. Яла таврăнсан тăван колхозра шоферта вăй хунă. Çемье çавăрнă, Комсомольскинчи МСО-ра нумай çул ĕçленĕ. Ĕçĕнче ăна хисепленĕ, нумай хисеп хучĕсем панă.
Çĕршывра предприниматель ĕçĕ аталанма пуçласан Василий Кириллович хăй тĕллĕн ĕçлеме шутланă. Малтанхи вăхăтра Смирновсене хăйсен ĕçне пуçарса, йĕркелесе яма пĕрре те çăмăл пулман. Юратакан, шанчăклă мăшăрĕ Мария Ильинична çемье пуçне яланах пулăшса пынă.
Смирновсем халĕ те тăван ял çинчен манмаççĕ, яланах пулăшса тăраççĕ. Сăмахран, ялти масара тирпей-илем кĕртме, яла кĕнĕ çĕре «Йăлмахва» стела вырнаçтарса лартма, спорт мероприятийĕсем йĕркелеме вĕсем спонсор пулса укçа-тенкĕпе пулăшнă. Çавăн пекех вĕсем чиркÿсене пулăшу кÿреççĕ, ыр кăмăллăх акцийĕсене хастаррăн хутшăнаççĕ. Ялсенче газ кĕртме пуçланă вăхăтра Василий Смирнов газпа хутмалли кăмакасемпе нумай яла тивĕçтерчĕ.
Эпир, Йăлмахва ялĕнче пурăнакансем, хамăр ентеше унăн пархатарлă ĕçĕсемшĕн хаçат урлă тав сăмахĕ калатпăр. Çемьере килĕшÿпе ăнлану хуçаланччăр. Сирĕн кăмăл пуянлăхĕпе чун ăшши, çын хушшинчи хисеп нихăçан та ан иксĕлччĕр.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *