Асаттепе мухтанатăп

Асаттепе мухтанатăп

Статьяра автор Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсем çинчен Чăваш Республикинче çĕнĕ кĕнеке тухнине çырса пĕлтернĕ. Паллах, ку пулăм пире савăнтарать, ентешсем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсем çинчен ытларах вуласа пĕлме пултарĕç.
СССР Халăх оборона комиссариачĕн патшалăх хÿтĕлев строительствин тĕп управленийĕн начальникĕ Толстых алă пуснă 3 №-лĕ çарпа хирти строительствăра лайăх ĕçленĕ çынсене «ГУОБР» грамотипе наградăламалли списокпа паллашсан, эпĕ унта хамăн асаттен, Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, «Дубрава» колхозăн ертÿçи пулнă Тимофей Семенович Зайцевăн ятне куртăм. Паллах, асаттен ĕç паттăрлăхĕпе мăнаçлантăм.
Сăр юханшывĕ хĕрринчи строительство ĕçĕсене вĕçлесен йăлмахвасем тăван яла Хĕрлĕ Ялавпа таврăннă. Вĕсене пархатарлă ĕçшĕн Тăван çĕршыв чысланă.
Тимофей Семенович вăрçа та хутшăннă, 1942 çулта унăн фронта кайма ят тухнă. 1943 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче фашистсем вĕсене ункăна илнĕ. 5 кун пынă хаяр çапăçура 433 хĕрлĕ армеец Украина çĕрĕнче пуçĕсене хунă. Çав шутра Т.С.Зайцев та…
Асатте ĕçре те, фронтра та паттăрлăх кăтартнă. Эпĕ унпа чăннипех те мухтанатăп. Унăн тата вăрçă вăхăтĕнче пурăннă нумай-нумай çыннăн ĕçченлĕхĕ, паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрусемшĕн тĕслĕх пуласса шанатăп.

П.ЗАЙЦЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *