Хуняма тĕлĕкре мăшăра упрама ыйтрĕ

Хуняма тĕлĕкре мăшăра упрама ыйтрĕ

Çырса хунинчен иртеймĕн текен каларăш пур халăхра. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, пурнăç çулĕ. Çемье телейĕ те кашнин хăйне евĕрлĕ. Кам ырă пурнăçпа та кăмăллă мар, тепри йывăртарах вăхăтра та пуçне усмасть.
Тутар Шурутра пурăнакан Наскаевсен çуртне шыраса тупсан пахча карти çумĕнчи сак çинче икĕ ватă çын ларнине куртăм. Вĕсем эпĕ килессе кĕтсе иртенпех пÿрте те кĕмен иккен.
— Паçăрах кĕтетпĕр сире. Çул çине куç илми пăхатпăр вĕт, — калаçрĕç тĕпелелле иртме йыхравланă май тараватлă кил хуçипе унăн мăшăрĕ.
Кил хуçисемшĕн «Каçал ен» — чи юратнă хаçат. Нурулла Арифуллович район хаçатне кăмăлласа вуланине, район хыпарĕсемпе кăсăкланнине пĕлтерчĕ.
Калаçу çăмхи сÿтĕлнĕ май мана ватă çынсен иксĕлми хаваллăхĕ, пурнăçа юратни, кашни кунпа киленме пĕлни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăнхи саманара çуралнăскерсен иккĕшĕн те ачалăхĕсем çăмăл пулман.
Нурулла Арифуллович Йĕпреç рай-онĕнче Буинск поселокĕнче 1943 çулта çуралнă. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра 1944 çулта Польшăри çапăçура пуçне хунă. Арçын тĕрекĕсĕр юлнă амăшĕ виçĕ ачипе Тутар Шурут ялне мăшăрĕн тăванĕсем патне хÿтлĕх шыраса килнĕ. Ун чухне Нурулла çулталăкри ача пулнă. Тăванĕсем вĕсене пĕчĕк пÿрт туянма пулăшнă. Паллах, вăл вăхăтра никамăн та пурнăç çăмăл пулман. Тăлăхсене вара тата та йывăртарах пулнă.
— Пÿрчĕ пĕчĕкчĕ, лапчăннăччĕ. Çĕрпе танах анса ларнă пĕртен-пĕр чÿречеллĕччĕ. Çуллахи вăхăтра пÿрте шапасем кĕрсе тулатчĕç. Вутă çук пирки анне улăм çунтаратчĕ. Пÿрте тĕтĕм тухса тулатчĕ. Çимелли çук пирки çуркунне хире шăннă çĕрулми пуçтарма каяттăмăр, курăк çинĕ. Тăтăш çара уран çÿренĕ пирки урасем çырма пек çуркаланса пĕтетчĕç. Анне пĕрмаях кулянса йĕретчĕ. Каярах патшалăх пÿрт лартма пулăшрĕ. Эпĕ çитĕнсе вăй илсен, авлансан çак çурта лартрăмăр. Анне 1986 çулта 80 çула çитсе çĕре кĕчĕ. Ачалăхри йывăр вăхăтсем нихăçан та асран тухас çук. Халь лайăх пурăнатпăр. Ÿпкелешсе пĕр сăмах та калас килмест, — калаçрĕ кил хуçи.
Вăл чăвашла аван пĕлет. 1951 çулта Тутар Шурутри 7 çул вĕренмелли шкула кайнă Нурулла. 1958 çулта унтан вĕренсе тухнă. Укçа-тенкĕ çитерейменнине пула çамрăк малалла вĕренеймен, колхозра ĕçлеме пикеннĕ. 1962 çулта ăна çар хĕсметне илсе кайнă. Вăл Ленинградра службăра пулнă. Салтакран килсен Нурулла Çĕмĕрлере водителе вĕренсе тухнă. 20 çул колхозра шоферта ĕçленĕ. Унтан 10 çул слесарьте тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан фермăра операторта вăй хунă.
— Çулталăкĕпех рейса çÿренĕ. Колхоз ĕçĕсене тунисĕр пуçне халăх валли вутă, кăмрăк, утă, стройматериал турттарнă. Водитель пулнă май 5 ялта палламан çын та юлман. Чăвашĕ-тутарĕ туслă пурăнаттăмăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр, — тет кил хуçи.
Има Алиулловна ытларах пире итлерĕ. Хушăран çеç калаçăва хутшăнчĕ. Вăл тутарла каланине мăшăрĕ чăвашла куçарса ăнлантарчĕ.
Има Алиулловна 1947 çулта Патăрьелĕнче çуралнă. Амăшĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Ашшĕ 6 ачапа тăлăха юлнă. Вăл кил-çурта урăх хĕрарăм илсе килмен. Ашшĕ çĕре кĕрсен Има кĕçĕннисемшĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнне те юлнă. Вăл, асли пулнă май, кĕçĕннисемшĕн яланах яваплă пулнă. Има колхозра дояркăра, унтан бригадăра ĕçленĕ. Каярах тăрăшуллă хĕрарăма склад заведующин тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Вăл унта тивĕçлĕ канăва кайичченех 18 çул тăрăшса вăй хунă.
— Пурнăçра пирĕн мĕн пуррине пĕтĕмпех хамăр вăйпа тунă эпир. Çурт лартнă, хăтлăлатнă, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытнă. Колхозра та вăй хунă. Пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене яланах пĕр-пĕрне илтсе, канашласа татса панă. Эпир яланах пĕрле. Пурнăç çулĕпе мăшăрăмпа иксĕмĕр алла-аллăн тытăнса çур ĕмĕр ытла утатпăр ĕнтĕ. Пире шăпа пĕрле пулма пÿрнĕ. Шел, ача çуратса ÿстереймерĕмĕр. Пĕртăвансен ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнатпăр. Тăвансемпе килĕштерсе, кайса-килсе çÿретпĕр, — калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Çур ĕмĕр ытла çемьепе пурăнса ăшă туйăмсене мĕнле упраса хăварма пултарни çинчен ыйтсан Има Алиулловна:
— Çемье телейĕ хамăртан килет. Пĕр-пĕрне илтме, ăнланма тăрăшмалла. Вара çемье никĕсĕ çирĕп пулать, — терĕ.
Çак ăслăлăх çемьене хурçăран та çирĕпрех, юратăва ылтăнран та хаклăрах тăвать.
С. ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *