Вăйă салонĕсене хупнă

Вăйă салонĕсене хупнă

РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем 2017—2020 çулсенче район территорийĕнче саккунсăр ĕçлекен 3 вăйă салонне тупса палăртнă.
Вăйă салонĕсем çынсене пысăк тăкак кÿреççĕ. Нумайăшĕ кредит илсе укçа-тенкĕне вăйă автомачĕсенче самантрах выляса ярать. Саккуна пăсса ĕçлекен вăйă салонĕсем сахал мар. Тĕслĕхрен, нумай предприниматель тупăш илес тесе вăйă салонĕсем валли ятарлă пÿлĕмсем те уйăрса парать. Анчах та саккуна пăсакансем яваплăха туймаллине пĕлмеççĕ те тейĕн. РФ Уголовлă Кодексĕн 171.2 статйипе /азартлă вăйăсем ирттересси тата саккунсăр йĕркелесси/ килĕшÿллĕн лицензисĕр ĕçлесе вăйă оборудованийĕсемпе саккуна пăхăнмасăр усă куракансене тата çынсене выляттарма пÿлĕм уйăракансене штрафлаççĕ. Штраф сумми пысăк — 1 млн тенкĕрен пуçласа 1 млн та 500 тенкĕ таран. Çавăн пекех ирĕк прависĕр те хăвараççĕ.
Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вăйă салонĕсене тупса палăртас, хуçисене явап тыттарас тĕлĕшпе тăтăшах рейдсем ирттереççĕ.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *