Понедельник, 20 мая

Хаçат тусĕн юбилей

Хаçатăн 90 çулхи юбилейне редакцире ырми-канми вăй хуракансем ĕçри ÿсĕмлĕ кăтартусемпе кĕтсе илчĕç тесе каламаллах. Хаçатăн сăн-сăпачĕ те палăрмаллах улшăннă. Ĕлĕкрех район хаçачĕ 6 пине яхăн тиражпа тухса тăратчĕ. Çакă, паллах, ăна çырăнса илекенсем хаçата вулама юратнине пĕлтерет. Тепĕр енчен, вулакансене район пурнăçĕпе туллинрех паллаштарма редакци ĕçченĕсене обществăлла корреспондентсем сахал мар пулăшатчĕç. Вĕсенчен пĕри _ Комсомольскинче пурăнакан Владимир Иванович Бормотин. Вăл июнĕн 11-мĕшĕнче 85 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Владимир Иванович Хурнай ялĕнче 1936 çулта çут тĕнчене килнĕ. Район хаçачĕн чаплă юбилейĕ çывхарса килнĕ кунсенче çак çынпа курса калаçма тÿр килчĕ.
— Эсир нумай-нумай çул хаçатпа тачă çыхăну тытатăр. Калăр-ха, мĕн сĕннĕ пулăттăр редакци ĕçченĕсене? — ыйтрăм эпĕ обществăлла корреспондентран.
_ Пурнăç çулĕ çинче тĕрлĕ çынпа паллашма, курнăçма, калаçма тÿр килет. Кашнийĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, кашни çынрах çуккине курма, сăнама пулать. Чи кирли вара _ тăрăшулăх, сăпайлăх, ырă кăмăллăх. Çавăн пек çынсем çинчен пирĕн юратнă хаçатра ытларах çутатса парсан вырăнлă пулĕччĕ, _ хуравларĕ Владимир Иванович.
Тĕрĕссипе каласан, хаçат тусĕ хаçатпа пĕр вăхăталлах çуралнă. Хаçат 90 çулта, В.Бормотин вара 85 çула çитсе тăчĕ.
Аса илер-ха унăн кун-çул уттине. Ачалăхĕ çăмăл пулман. Çамрăклăхĕнче те хура-шурне нумай курнă. Апла пулин те ирсерен Комсомольски вăтам шкулне васканă. Шкул пĕтерсен шăпа Ростов облаçĕнчи ял хуçалăх техникумне илсе çитерет. Ку вăл 1955 çулта пулнă. Çак тапхăрта правительство çĕнĕ çĕрсем уçасси çинчен калакан ятарлă постановлени кăларнă. Çакă çĕршыв экономикинче тивĕçлĕ улшăнусем тума пулăшмалла. Асăннă техникумра «Ял хуçалăхне механизацилесси» курсра вĕренекен студентсем ятарлă отряд йĕркелеççĕ. Вĕсене Казахстана çĕнĕ çĕрсем çинче çитĕнтернĕ тырпула пуçтарма ăсатаççĕ. Отрядра, паллах, Владимир Бормотин та пулнă. Район каччи «Сталинец-6» комбайнпа ĕçлесе 300 гектар ытла тырă вырать, 210 тонна çапса тĕшĕлет. Пирĕн ентеш «Çĕнĕ çĕрсем уçнăшăн» медале тивĕçет, унăн ĕçри лайăх кăтартăвĕсене Хисеп грамотипе чыслаççĕ.
Дипломлă специалист Ростовран тăван района 1958 çулта таврăнать. «Сельхозтехника» предприятире техник-нормировщик тивĕçне пурнăçлама тытăнать. Палăртнă тĕллевне пурнăçа кĕртет _ Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен аслă инженер-механик дипломне алла илсе тухать. Хуть те мĕнле ĕçре те ăшă чĕреллĕ, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлекен çын хисепе тивĕçлисен хушшинче пулатех. Çавăн пек çын вăл В.Бормотин.
Владимир Иванович 10 çула яхăн инвалидсен районти организацине ертсе пычĕ. Унăн çемйи çинчен те каласа хăвармасăр май çук. Мăшăрĕпе, Маргарита Кузьминичнăпа, икĕ ывăла пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, Маргарита Кузьминична паянхи кун пирĕнпе пĕрле мар _ вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Владимир Иванович вара, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕскер, кулленхи ĕçре канăç тупать.
Паян эпир Владимир Ивановича пысăк юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа тулли телей, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр.
В.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *