Понедельник, 22 апреля

Паттăрсем умĕнче пуç таятпăр

Паттăрсем умĕнче пуç таятпăр

Апрелĕн 26-мĕшĕ — тĕнчене хăрушă инкекрен хăтарнă çынсем умĕнче пуç таймалли, радиациллĕ аварисенче тата катастрофăсенче пуçĕсене хунă, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă паттăрсене асăнмалли кун. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр çынсене куçа курăнман тăшманран — радиацирен хăтарса паттăрлăх кăтартнă.
Чернобыльте тискер трагеди пулнăранпа кăçал 35 çул çитет. 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыль çумĕнчи атомла электростанцире техногенлă хăрушă авари пулнă — çĕрле 1 сехет те 23 минут та 40 çеккунтра станцин 4-мĕш энергоблокĕ сирпĕннĕ. Йăнăш тунине пула «çăварлăхран» вĕçерĕннĕ куçа курăнман атом çынна пăхăнма пăрахнă. Атмосферăна 190 тонна радиациллĕ япаласем — уран, плутони, йод 131, цезит 134 тата 137, стронций 90 — наркăмăшланă. Радиаци тусанĕ авари пулнă вырăнтан çилпе пиншер километра сарăлнă. Ăна Украинăпа Белоруссире çеç мар, Европăри çĕршывсенче те туйнă. Хиросимăра атом бомби сирпĕннипе танлаштарсан Чернобыльте пурăнакансене витернĕ радиоактивлă пайăркасен шайĕ 90 хут вăйлăрах пулнă. Хура наркăмăшлă пĕлĕт пиншер мирлĕ çыншăн вилĕмпе чир-чĕр илсе килнĕ, нумай çыннăн пурнăç йĕркине пăснă.
Маларах вăрттăнлăхра тытнă 1957 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче Челябинск-40 хупă хулара ядерлă топливăран продукци тăвакан, радиаци каяшĕсене упракан «Маяк» производство пĕрлешĕвĕнчи авари, Казахстанри ядерлă хĕç-пăшала тĕрĕслекен Семипалатинск полигонĕнчи лару-тăру, Чернобыльти атомла электростанцири трагеди тата çын йăнăшне пула сиксе тухакан ытти катастрофăсем — хальхи вăхăтри техникăпа технологи ĕç йĕркине пăснипе тата наукăпа техника прогресĕн çитĕнĕвĕсемпе усă курнă чухне йăнăшнипе мирлĕ çынсене шар кăтартнин тĕслĕхĕсем.
Хăрушă инкек йĕрĕсене пĕтерме çĕршер пин çынна явăçтарнă — çар çыннисене тата гражданла специалистсене, пушарнăйсемпе врачсене, ученăйсемпе рабочисене, запасра тăракан граждансене. Вĕсен шутĕнче пирĕн район çыннисем те «хăрушă зонăра» пулнă. Чернобыльти атомла электростанцири аварие пĕтернĕ çĕре Станислав Викторович Горбунов, Авенир Моисеевич Иванов /«За трудовое отличие» медальпе чысланă/, Валерий Ефимович Козлов /«За спасение погибавших» медальпе чысланă/, Владимир Иванович Осипов, Владимир Дмитриевич Порядков /«За спасение погибавших» медальпе чысланă/, Анатолий Антонович Сятмин, Рафик Бедертдинович Фасхутдинов, Николай Андревич Чапрасов хутшăннă.
«Маяк» производство пĕрлешĕвĕнчи авари ликвидаторĕсем — Федор Игнатьевич Макаров, Василий Иосифович Тимофеев.
Уйрăм хăрушлăх подразделенийĕн ветеранĕсем — Юрий Ильич Астраханов, Николай Афанасьевич Валетов, Николай Васильевич Горшков, Николай Петрович Дмитриев, Александр Михайлович Романов, Николай Кириллович Смирнов, Вячеслав Федорович Щетинкин.
Шел пулин те, атмосферăна тухнă радиаци элеменчĕсем паянхи кунчченех сывлăш тата шыв юхăмĕсемпе вырăнтан-вырăна куçса тавралăха варалаççĕ. Асăннă тĕслĕхсем, çавăн пекех ытти çĕршывсенчи радиациллĕ аварисем те атомла энергин «тилхепине» çирĕп тытмалли çинчен асăрхаттараççĕ.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *