Четверг, 25 апреля

Районта талантлă алă ăстисем нумай

Районта талантлă алă ăстисем нумай

Вĕсенчен пĕри — Зинаида Киргизова — Тăманлă Выçлинче пурăнать. Алăк урати урлă каçсанах çак кил-çуртра маçтăр пурăннине ăнланатăн. Зинаида ăсталанă тĕрлĕ енлĕ алă ĕçĕсем пур çĕрте те — стенасем, сентресем, диван çинче, урайĕнче, алкумĕнче, çуртри кашни пÿлĕмре. Киргизовсен çуртне çитсе кĕрсен илемлĕх музейне лекнĕнех туятăн хăвна. Амăшĕ тĕрленĕ япаласене те тирпейлĕ упрать Зинаида. Пусмисем вăхăт иртнĕçем кивелнĕ, çипписене хĕвел çинĕ пулсан та вĕсем паянхи кун та илемĕсене çухатман.
Юрра-ташша ăста, спортпа туслă Зинаида Тукай ял тăрăхĕнче, районта йĕркелекен обществăлла мероприятисене активлă хутшăнать. Ăстаçăн япалисем тăтăшах ялти, районти тĕрлĕ куравсемпе уявсене илем кÿреççĕ. Çĕнĕ çул уявĕсенче тата хутшăнакансене тем тĕрлĕ костюм та ăсталаса тăхăнтартать вăл. Маттур хĕрарăмăн ял тăрăхĕнче, районта ирттерекен тĕрлĕ конкурссене, йĕлтĕрпе чупассипе йĕркелекен ăмăртусене хутшăнса çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем нумай. 2020 çулта маçтăр республикăра иртнĕ наци пуканисемпе теттисен «Куклы своими руками» конкурсне хутшăнса 2 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Пăрчăкан евĕр вăр-вар та ÿркенмен хĕрарăм нумай çул вырăнти фермăра дояркăра вăй хунă, пĕр вăхăт тĕп ĕçĕпе пĕрле осеменатор тивĕçĕсене те пурнăçланă, çурт лартнă вăхăтра кирпĕч заводĕнче те тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Николайпа 5 ача çуратса ÿстернĕ. Яланах ĕçе кÿлĕнсе пурăнма хăнăхнă мăшăрăн кил-картишĕ выльăх- чĕрлĕхпе тата кайăк-кĕшĕкпе тулли, пахчинче кашни çулах тĕрлĕ çимĕç пиçет. Унсăр пуçне Зинаида кĕрхи тата хĕллехи вăрăм каçсене алă ĕçĕ туса кĕскетет: тĕрлет, çыхать, çĕлет…
— Çип çăмхи е пĕр-пĕр схема курсан ман куç умне пулас алă ĕçĕ тухса тăрать, пуçра пурнăçа кĕртмелли шухăшсем явăнма пуçлаççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче йĕппе çип тытса пусăрăнса ларма май çук. Хĕлле вара алă ĕçне пикенсен вăхăт иртнине манса çĕрĕпех ларатăп. Ăсталанă япаласене куракансем час-часах туянма кăмăл тăваççĕ. Сутма алă çĕкленмест — чĕре витĕр тухнă-çке вĕсем, — тет маçтăр.
Çивĕч ăслă маçтăр пĕрре вĕреннĕ çăмăл схемăсемпе усă курнипе кăнăçмасть. Кĕнекесем тăрăх алă ĕçĕн тĕрлĕ техникине ăса хывать, ăсталăхне ÿстерет.
— Алла пĕрремĕш хут йĕппе çип тытнине питĕ лайăх астă-ватăп. Атте-аннесем çуллахи вăхăтра хурсене анасем çине кĕрсе сăтăр тăвасран тата чĕпписем çухаласран сыхлама хушатчĕç. Пĕррехинче кÿршĕ хĕрĕ Люда тĕрлĕ тĕслĕ çипсем илсе тухрĕ. Тĕттĕм симĕс пусма татăкĕ çинче хĕресле тĕрлеме хăтланни халĕ те асра. Пусми тата Ульха аппан саппун умĕ тумалли хатĕр пулнă иккен — ăнлантарчĕ ăстаçă.
— Каярах, фермăра тăрăшакан аннене пулăшма кайсан, вара чăнласах тĕрлеме вĕрентĕм. Çитĕнсен тус-тантăшсемпе, ĕçтешсем хушшинче пĕр-пĕринчен тапочки, тутăр, çеçке схемисене ÿкерсе илеттĕмĕр. Мĕн чул япала çыхман-ши!? Хитре çипшĕн кĕпе-йĕм сÿтнисен вара шучĕ те çук.
Çĕвĕ сыпписем, тĕрлĕ çипсен тĕсĕсен сĕмĕсем /оттенки/ маçтăрăн тавралăх илемне туллин кăтартса парас кăмăл-туйăмне тĕррисемпе сăнарлаççĕ. Кашни сăнара чун ăшшине, юратăвне парнеленине кура пуль вăл çыхса е çĕлесе ăсталанă япаласенче ăшă кăмăл, савăнăç палăрать.
— Эпĕ ăсталанă япаласем, тĕрленĕ тĕрĕсем «пурăнаççĕ». Кашнийĕнех хăйне евĕрлĕ истори. Вĕсене пăхса питĕ кăсăклă калав тума пулать. Акă, ял пурнăçне сăнлакан çак тĕрре илер-ха. Пулăçă пĕве хĕрринче ларать. Вăл паян ирех килнĕ пулас. Пĕр çурт патĕнчи карта умĕнче хĕрарăм тăрать. Кÿрши патне пĕр-пĕр ĕçпе çитнĕ ахăртнех. Йывăççисем тата пурте пĕр енне сулăннă. Çил çав еннелле вĕрет пуль, — куларах сăнларĕ илемлĕ тĕррине.
Тĕрлĕ илемлĕ япаласем ăсталама, паллах, вăхăт та, чăтăмлăх та çителĕклĕ кирлĕ. Хăй чунне парса ăсталанă япаласем тăванĕсене, куракансене килĕшни — Зинаидăшăн чи пахи. Çакă ăна çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме вăй парать.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *