Суббота, 20 апреля

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Шыв-шур инкек ан кÿтĕр

Çанталăк иртнĕ çулхисенчен сивĕрех тăнăран çуркунне кăçал каярах килет. Таврара юр та çав тери нумай. Апла пулин те çанталăк ăшăтса янă вăхăта, шыв-шур кайнă çĕре пирĕн хатĕр пулмалла. Ейÿ сарăлса каясран, вăл сиен, сăтăр тăвасран хамăрăн асăрханмалла.
Хальлĕхе ирĕн-каçăн сивĕ тăрать. Апла пулин те шыв юхакан çулсене, пăрăхсене юртан тасатмалла. Ялсене, кĕперсене, каçса çÿрекен вырăнсене шыв илесрен сыхă пулмалла. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕсенче дежурство йĕркелемелле.
Енчен те юр хăвăрт ирĕлес пулсассăн çыранран тухнă шыв-шур пирĕн района та сиен кÿме пултарĕ.
Шыв-шурта пăр ирĕлнĕ май çынсен те тимлĕ пулмалла. Ачасене асăрхаттармалла. Ашшĕ-амăшĕн кĕçĕн çулсенчи ывăл-хĕрне куçран вĕçертмелле мар. Çуркунне ача-пăча уйрăмах шыв хĕрринче выляма юратать, пăр çинче сиккелекен те сахал мар. Ача сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн чи малтан аслисем яваплă пулнине манас марччĕ.
Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *