Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн 2019 çулхи августăн 12-мĕшĕнчи 25-КГ19-7 №-лĕ определенийĕ тăрăх, патшалăхăн ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса памалла. Инвалидсене те ĕçлемелли майсемпе тивĕçтермелле, анчах вĕсен ĕç эрнине уйрăм условисене пăхăнса йĕркелемелле.
Пĕр çын ĕç паракан палăртнинчен ытларах ĕçленĕшĕн тÿлеменни çинчен суда пĕлтернĕ. Судри материалсем тăрăх, çак çын иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулни, ĕç паракан çакăн çинчен пĕлни паллă. Анчах та ăна 35 сехетлĕ ĕç эрни çине куçарман. Çапла вăл кашни эрнере 5 сехет нормăран ытларах ĕçлесе пынă.
Пĕрремĕш тата апелляци инстанци сучĕсем ытлашши ĕçленĕшĕн укçа тÿлемелли çинчен йышăну туман, мĕншĕн тесен ĕçлекен ĕç паракан патне кĕскетнĕ ĕç эрни йĕркелеме ыйтса заявлени çырман пулнă, реабилитацин харпăр хăйĕн программипе паллаштарман, эрнере 40 сехет ĕçлемелли çинчен калакан хушма килĕшĕве алă пуснă.
РФ Аслă Сучĕ пĕрремĕш тата апелляци инстанцийĕсен сучĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшмен. Ĕç паракан ĕçлекен инвалид пулни çинчен пĕлнĕ, çавна май унăн ăна валли кĕскетнĕ ĕç эрни туса памалла пулнă. Ĕçлекен çакăн çинчен ыйтса заявлени çырман пулсан та ăна кĕскетнĕ ĕç кунĕпе тивĕçтермелле пулнă. Ĕçлекен 8 сехетлĕ ĕç кунĕ çинчен калакан килĕшĕве алă пусни унăн ĕç условийĕсене йывăрлататать, çавăнпа та кун пек килĕшÿпе усă курмалла маррине палăртнă.