Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 273 статйипе килĕшÿллĕн сиен кÿрекен компьютер программисем тунăшăн, вĕсемпе усă курнăшăн, вĕсене сарнăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ.
Кунта компьютерти информацие пĕтерес, улăштарас, пÿлес, копи туса илес тата компьютерти информацие хÿтĕлекен хатĕрсен ĕçне пăсас тĕллевлĕ программăсем çинчен сăмах пырать. Çакăн пек преступленисем обществăри хăрушсăрлăхпа йĕрке çине витĕм кÿреççĕ, информаципе хăрушлăхсăр усă курассине пăсаççĕ. Чылай чухне компьютер вирусĕсем, сканер-программăсем, электронлă хÿтĕлев хатĕрĕсен эмуляторĕсем, патчер-программăсем тата ыттисем те компьютер çинчи информацие сиен кÿреççĕ.
Компьютер технологийĕсем вĕçĕмсĕр малалла аталанса пынине шута илсе сиен кÿрекен кашни программăна уйрăммăн палăртма çук. Çавăнпа та РФ Уголовлă Кодексĕн 273 статйипе килĕшÿллĕн ĕçе пăхса тухнă чухне вăл е ку программа мĕн тери сиенлĕ пулнине палăртма экспертсен пулăшăвĕпе усă курма тивет.
Енчен те çын сиен кÿрекен программа тунă, çакăн пек программăпа усă курнă е ăна сарнă пулсан, ăна ирĕксĕр ĕçсене яма, ирĕке чакарма е 7 çула таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Унсăр пуçне суд айăплă çынна штрафлама, вăл е ку должноçа йышăнма е палăртнă ĕçре вăй хума чарма пултарать.
Енчен те эсир çакăн пек шар куртăр пулсан, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмне çакăн çинчен пĕлтерме пултаратăр. Право сыхлавĕн органĕсем ĕçе тĕпчесе пăхса тухма тивĕç. Енчен те вĕсем тунă йышăну сире тивĕçтермесен район прокуратурине пыма пулать.