Вăрлаççĕ, улталаççĕ

Вăрлаççĕ, улталаççĕ

Раççейре, республикăра, çав шутра районта та преступниксем граждансен счечĕсем çинчи укçа-тенке вăрланă тĕслĕхсем нумайланнă.
Халăха ку енĕпе тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Çынсене преступниксен çул-йĕрĕпе паллаштарас, ултавран сыхланма пулăшас тесе юлашки вăхăтра полици сотрудникĕсем килĕрен çÿреççĕ, асăрхаттараççĕ.
Мĕн пĕлмелле халăхăн? Карас телефонĕ çине килекен ют номерсемпе питĕ тимлĕ пулмалла. Шăнкăравлакан тÿрех укçа-тенкĕ пирки сăмах пуçарать: «сирĕн картта счечĕ çинчи укçа-тенке вăрласшăн», «эсир пысăк укçа-тенкĕ выляса илнĕ, 13 процент налук суммине куçарса парăр», «сирĕн тăванăр йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, укçа-тенкĕ кирлĕ», «сире компенсаци тивет» тата ытти те. Çав вăхăтрах вĕсем лайăх психологсем, туйăмсем çинче выляççĕ, çынна питĕ сехĕрлентерме е савăнтарса яма тăрăшаççĕ. Кун пек чухне этем лару-тăрăва лăпкăн хакласа та ĕлкĕреймест.
СМСпа килекен ют номерсем çине шăнкăравлама та тăхтăр — çакă карас телефонĕ çинчи укçа-тенке упраса хăварма май парать. Банк карттисен номерне, кодне никама та ан пĕлтерĕр. Çывăх çынсенчен укçа-тенкĕ куçармаллине хыпарлакан СМСсем илсен, çакăн пирки вĕсенчен хăйсенчен шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр. Банк сотрудникĕ евĕр калаçакансем карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан, ку çынсемпе çыхăну ан тытăр, вĕсем терминалпа усă курса пурнăçлама хушнă тĕрлĕ операци тăвасран асăрханăр. Кун пек лару-тăрура тÿрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.
«Мобильлĕ банк» хушăмпа çыхăннă телефонпа Интернета кĕнĕ чух та тимлĕ-хе ан çухатăр — вируссем сирĕн банк картти çинчи /пĕр картта çинчен анчах мар/ укçа-тенке ют счет çине куçарма пултарнине асрах тытăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН,
шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *