Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Ăмăртусенчен — çĕнтерÿпе

Мартăн 5—7-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче фитнес-аэробикăн Атăлçи федераци округĕнчи Чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва Раççейри 800 ытла спортсмен хутшăннă. Çак йышра районти фитнес-аэробика федерацийĕн спортсменĕсем те пулнă. Мария Долгова тренер ертсе пыракан «Свит Бейби», «Дрим Тим», «Непоседы» командăсем Атăлçи федераци округĕн чемпионатĕнче палăрнă.
Виктория Степанова «Спортивная аэробика» дисциплинăра 1-мĕш вырăна тухнă. «Свит Бейби» команда /11—13 çулхисем/ «Аэробика» дисциплинăра палăрнă. Командăри Вика Степанова, Саша Лазарева, Вика Федорова, Ульяна Воробьева, Катя Жукова маларах хатĕрленĕ программăна çÿллĕ шайра кăтартса парса виççĕмĕш вырăн йышăннă. «Дрим Тим» командăри Аня Жирнова, Арина Павлова, Ангелина Бурлакова, Светлана Зайкова, Диана Карсакова та ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем пултарулăхне кăтартса 14—16 çулхисем хушшинче 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. «Непоседы» /В.Соловьева, Н.Романова, М.Денисова, С.Романова, И.Кумтова, А.Шайдуллина/ команда «Аэробика» дисциплинăра /8—10 çулхисем/ 11 команда хушшинче 7-мĕш вырăн йышăннă.
Çĕнтерÿçĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Тупăшусем апрель уйăхĕнче Мускавра иртеççĕ.
Пултаруллă хĕрачасене малашлăхри ăмăртусенче те ăнăçусем тата район чысне яланах çÿллĕ шайра тытма сунатпăр.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *