Пятница, 19 апреля

«ИЛЕМ» САВĂНТАРМА ĂСТА

Эпĕ Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче йĕркеленĕ музыка инструменчĕпе вылякансен «Илем» ансамбльне çÿретĕп.
Унăн ертÿçи — Ирина Алексеевна Ильина вĕрентекен. Ăна 9-мĕш класра вĕренекен Никита Ильин пулăшать. Вăл купăс калама питĕ ăста. Унсăр пуçне тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляма пĕлет, пире те вĕрентет. Эпир те — В.Кудрявцев, Е.Алексеев, Д.Краснова, Н.Хлебникова, И.Николаева — тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляма вĕренсе çитрĕмĕр. Тăватă çул хушшинче нумай конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕмĕр. Çулсерен иртекен «Ача-пăча сасси», «Озорные наигрыши», «Черчен чечексем» конкурссене тăтăшах хутшăннă эпир, малти вырăнсене йышăннă.
Кăçал республикăра иртекен «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» конкурса хутшăнса финала тухма пултартăмăр. Конкурс республикăра виççĕмĕш хут иртрĕ. Кунта Чăваш Енри фольклор коллективĕсем, тĕрлĕрен инструментпа вылякансем йышлăн килсе çитнĕ. Купăс, шăпăр, параппан, сĕрме купăс калакансем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç .
Конкурс тăватă номинаципе иртрĕ. Эпир «Ача-пăча ансамблĕсем /10—17 çул/» номинацире тупăшрăмăр, хамăр пултарулăха тивĕçлипе кăтартрăмăр. Куракансем пирĕн пултарулăха кăмăллăн йышăнчĕç, жюри членĕсем пысăк хак пачĕç. Ансамбль конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Хисеп грамотипе пĕрле парне илме тивĕç пулчĕ.
Конкурсран хавас кăмăлпа, питĕ хăпартланса таврăнтăмăр, пысăк сцена çинче пулса курни, тĕрлĕ музыка инструменчĕсен сассине итлесе киленни пире савăнăç туйăмĕ парнелерĕ.
Д. КРАСНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *