Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Виктор Тумаков ячĕпе волейбол турнирĕ

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнчен вĕренсе тухнă Виктор Тумаков ячĕпе йĕркелекен волейбол турнирĕ кăçал та февраль уйăхĕнче иртрĕ. Ку мероприятие хутшăнма Афган вăрçине хутшăннă В.Самаркин, В.Крылов, М.Киргизов, В.Сорокин килсе çитрĕç. Вĕсем Виктор Тумаков ячĕпе çакнă асăну хăми, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умĕсене чечексем хучĕç.
Пухăннисене уяв ячĕпе саламласа турнира шкул директорĕ Я.Н.Ильин уçрĕ. Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А. Осипов тата çак шкултан 1985 çулта вĕренсе тухнă В.Илларионов тухса калаçрĕç. Владимир Ермолаевич турнира тĕплĕ хатĕрленсе килнĕ — ятарлă медальсем, кубоксем хатĕрлеме вăй çитернĕ. В.Тумакова манманшăн, çак турнира çулсерен ирттерме май тупнăшăн шкул дирекцине Тав хучĕпе чысларĕ вăл.
Кăçал ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ. Турнир хуçисен 4 команда — шкулта вĕренекенсен, студентсен, ял çамрăкĕсен тата ветерансен. Кÿршĕ ялсенчен Шурут, Тимĕрчкасси, Çĕнĕ Мăрат ялĕсенчи тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи командăсем килсе çитнĕ. Вăйă питĕ хĕрÿ иртрĕ. Турнирăн куçса çÿрекен кубокĕ кăçал Тăманлă Выçли ялĕнчех юлчĕ. Ăна В.Илларионов йĕркеленĕ ветерансен команди тупăшура çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсем — Н.Бархонов йĕркеленĕ студентсен команди. Виççĕмĕш вырăна Шурут ялĕн команди тухрĕ.
Шкул ачисен хушшинче иртнĕ тупăшура Тăманлă Выçли шкулĕн вĕренекенĕсем пĕрремĕш, Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем иккĕмĕш пулчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысларĕç, тĕрлĕ парнесем тата укçа парса хавхалантарчĕç. «Чи лайăх вылякан», «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Мечĕке чи лайăх хăпартса паракан» Кубоксем те хăйсен хуçисене тупрĕç.
Шкул администрацийĕ турнир ирттерме спонсор пулăшăвĕ панă уйрăм çынсене тата предприятисене тав сăмахĕ калать. Вĕсем çаксем: Г.В.Шурбин, В.Е.Илларионов, Н.М.Соловьев, «Слава картофелю» агрофирма, Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ, С.П.Поляков, М.А.Киргизов, Комсомольскинчи «Хлебозавод» ООО.
Т.ШИНГАЛОВА,
И.ИЛЬИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *