Суббота, 20 апреля

Хĕрлĕ автан çын пурнăçне татнă

Хĕрлĕ автан çын пурнăçне татнă

И.АНАНЬЕВ,
Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕн начальникĕ:

— Февралĕн 22-мĕшĕнче 21 сехет те 45 минутра Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕн диспетчерĕ патне телефонпа шăнкăравласа Хирти Шăхасан ялĕнчи пĕр хуçалăхра пушар алхасни çинчен пĕлтернĕ.
Вутпа кĕрешекенсем вырăна çитсен пурăнмалли çуртăн чартакĕн хĕвелтухăç енчи пайĕ çуннине асăрханă. Ăшăтмалли тытăмăн сарăлакан бакĕ çывă- хĕнче хĕрлĕ автан уйрăмах вăйлă алхаснă. Пушара сÿнтернĕ вăхăтра чартак пÿлĕмĕн кăнтăр енчи пайĕнче арçын виллине тупнă.
Инкек пулнă вырăна тĕпченĕ тата кÿршĕ-аршăсемпе калаçнă хыççăн çакă палăрнă: çак хуçалăхра сивĕ кунсенче пÿрте ăшăтмалли тытăм шăна-шăна ларнă. Февралĕн 22-мĕшĕнче кил хуçи строитель фенĕпе усă курса ăшăтмалли тытăма ирĕлтерме хăтланнă. Анчах та çак вăхăтра мачча çинчи типĕ çулçăсене фенран çулăм хыпса илнĕ. Пушара хăй тĕллĕн сÿнтерме хăтланса кил хуçи сĕрĕмпе сиенленнĕ, урама тухаймасăр пурнăçран уйрăлнă.
Çапла 58 çулхи арçын пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсса электроприборпа усă курнине пула çулăм унăн пурнăçне татнă.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районта темиçе хут та пушар тухнă. Республикипе пăхсан та вут тухнă тĕслĕхсем йышлă, хĕрлĕ автана пула пурнăçран уйрăлнисем те чылай.
Çавăнпа та пурне те тепĕр хут аса илтеретпĕр: пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла, пÿрт-çурта ăшăтнă, мунча хутнă чухне асăрхануллă пулмалла, çулăм тухнине асăрхасанах пушар хуралне 01, 101 е 112 номерпе шăнкăравламалла.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *