Понедельник, 22 апреля

Ял çыннисен çивĕч ыйту чылай

Ял çыннисен çивĕч ыйту чылай

Çак кунсенче Урмаел ял тăрăхĕнче пурăнакансем граждансен пухăвне пуçтарăнса пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи плансене палăртрĕç, çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов тата тĕрлĕ сферăри специалистсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн хутшăнчĕ.
Малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин ял тăрăхĕнче пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, чи пĕлтерĕшлĕ самантсене палăртрĕ.
Районтан килнĕ специалистсем тĕрлĕ ыйтусем тавра калаçрĕç, пуçтарăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ И.Г.Белобаева пенсисене индексацилени, амăшĕн капиталĕн виçи ÿсни çинчен каласа пачĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина пособисем тÿлесси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.С.Зайнуллин ултавçăсенчен асăрханмалли çинчен аса илтерчĕ, йĕркене пăсассинчен сыхланма, пĕр-пĕрин патне тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Урмаелĕнчи полицин участковăй уполномоченнăйĕ А.В.Кокшин, участок терапевчĕ Д.Г.Зиатдинова тата ытти сферăри специалистсем тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатрĕç.
Паянхи куна ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусем чылай. Çав шутра: Урмаелĕнчи Центральная урамра шыв юхмалли тытăм тата тротуар тăвасси, шкул çывăхĕнчи тротуара юртан тасатасси… Хальхи вăхăтра ачасене шкулта тÿлевсĕр апатлантарнă май вĕсене мĕнле продукципе тивĕçтерни те чылай калаçтарать. Пуçлăхсемпе специалистсем ял тăрăхĕнче пурăнакансен кашни ыйтăвне тимлĕн итлерĕç, сĕнÿсем парса, пĕрле канашласа татса пама тăрăшрĕç.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *