Ялсене аталантарасси – тĕп тĕллев

Февралĕн 5-мĕшĕнче Хырхĕрри ял тăрăхĕнче пурăнакансем отчетлă пухăва пуçтарăнчĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев ялсенчи лару-тăрупа, пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
2020 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче вырăнти пуçарусен программине хутшăнса 5 проекта пурнăçа кĕртнĕ, çав шутра Хырхĕрри тата Эткер ялĕсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса лартнă палăксене тĕпрен юсанă, Вăрманхĕрри Чурачăкра масар çурчĕ тунă, Хырхĕррипе Кĕтне Пасар ялĕсенче ача-пăчана выляма площадкăсем вырнаçтарса лартнă. Çавăн пекех пĕлтĕр 500 метр ытла тăсăлакан çула юсаса пĕтернĕ. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа кашни яла панă 100 пин тенкĕпе Вăрманхĕрри Чурачăкра, Хур- найĕнче тата Кĕтне Пасарĕнче спорт площадкисем вырнаçтарнă, Хырхĕрри ялĕнче культура çурчĕпе строительство ĕçĕсем пыракан часовня хушшине карта тытнă, Эткер ялĕнче стела лартнă. Ялсене хăтлăлатасси çакăнпа, паллах, вĕçленмест. Кăçал инициативлă бюджетировани программине хутшăнса тата 3 проект хатĕрленĕ, çав шутра Хурнай тата Эткер ялĕсенчи пĕвесене тасатма тата Кĕтне Пасар ялĕнчи масар картине тытма палăртнă.
Татса памалли ыйтусем татах та пур. Сăмахран, шыв пăрăхĕсем кивелсе çĕрĕшнĕрен вĕсене çĕнетсен аван пулмалла. Çÿп-çап ыйтăвĕ те яланхи пекех çивĕч. Пĕлтĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 15 контейнер площадки тунине пĕлтерчĕ Анатолий Николаевич, кил-тĕрĕшри хытă каяша шăпах çак контейнерсене пăрахмаллине, унта-кунта ывăтса çÿремелле маррине палăртрĕ, çавăн пекех хыт каяша турттарса тухнăшăн вăхăтра тÿлемелли çинчен аса илтерчĕ.
Районтан килнĕ ĕçлĕ ушкăн членĕсем тĕрлĕ енлĕ ыйтусене уçăмлатрĕç. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.А.Васильев ял çыннисем коронавирусран вакцинаци тутарма пултарни çинчен аса илтерчĕ. Çывăх кунсенче района 300 доза вакцина килессине пĕлтерчĕ вăл, вакцинацие çырăнмалли мелсемпе паллаштарчĕ. «Прививка туни çыннăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратмасть, инфекци ересрен вара лайăх хÿтĕлет», — палăртрĕ вăл.
Районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.А.Давыдов, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ И.Г.Белобаева, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, федераллă налук службин районти инспекцийĕн представителĕсем тата ыттисем те тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ, ял çыннисене харпăр хăй ĕçне пуçăнма, ялсенче çурт-йĕр çавăрма пулăшакан патшалăх программисем çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ, патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курса çĕнĕлле ĕçлеме сĕнчĕ. Çавăн пекех вăл кăçалхи плана кĕртнĕ ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ, ял территорийĕсене аталантарасси тĕп тĕллев пулнине палăртрĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *