Понедельник, 6 мая

Хаçат чунĕпе çамрăк, çулĕпе çирĕп

Хаçат чунĕпе çамрăк, çулĕпе çирĕп

Пуçласа кун çути курнă «Паянхи сас» хаçат, 65 çул «Октябрь ялавĕ» ятпа вулакансене савăнтарнă, 24 çул «Каçал ен» ятпа пичетленекен район хаçачĕ февралĕн 8-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. 90 çул тăршшĕпе хаçат темĕнле йывăрлăх витĕр тухса вулакан патне çитнĕ. Паянхи кун та вăл 2520 экземплярпа кун çути курать. Хаçатра ĕçлекенсем «Каçал ене» вулакансен йышĕ çулсерен ÿссе пытăр тесе тăрăшаççĕ. Унăн кашни номерĕ çĕршыв, республика, Каçал тăрăхĕн пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Çĕршыв умне тухса тăнă кирек хăш вăхăтри йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыма халăха хавхалантарма пултарнинче унăн тÿпи калама çук пысăк. Типографипе редакцире 9 теçетке çул хушшинче мĕн чухлĕ çын ĕçленĕ?! Вĕсем пурте умри тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пынă. Паян вĕсен ĕçне çамрăксем тăсаççĕ. Эпир хаклă ветерансен умĕнче пуçăмăра таятпăр. Вĕсен тата хаçатăн кашни номерне вулакан туссен сĕнÿ-канашне яланах шута илетпĕр.
Хаçатçăсем шурă хут çине çырнă, пичетленĕ кашни сăмах витĕмлĕ пулнине лайăх пĕлетпĕр. Çавна май материала ят парассине, унта ытларах мĕнле ыйтусем хускатассине, мĕнлерех темăсем çутатассине чылай маларах шутлатпăр. Питĕ хăвăрт тата часрахçырмалли материалсене вара çийĕнчех çырса калăплама тăрăшатпăр. Пирĕн ĕçре тĕрлĕ материал çырса хатĕрленипе ăста пулнипе пĕрлех, паянхи кун журналистсем компьютера лайăх пĕлни, фотоаппаратпа туслă пулни, видео ÿкерме пултарни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Унпа пĕрлех социаллă проектсене те пĕлсе, çын кăмăлне каймалла хатĕрлемелле. Пĕлмелли, тумалли хаçатçăсен ĕçĕнче чылай. Акă, эпир вулакансем хаçата алла тытса вуланипе пĕрлех интернет уçлăхĕнче те информаципе паллашма пултарччăр тесе «Одноклассники», «ВКонтакте», «Инстаграмм» социаллă сетьсенче те Раççейре, Чăваш Енре, районта пулса иртекен хыпарсемпе паллаштарма тăрăшатпăр. Унта пирĕн хыпарсемпе паллашса тăракансен йышĕ 6500 çынна çитнĕ. Ку, паллах, пысăк йыш.
«Каçал ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем шаннă ĕçе пĕлсе тата вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Паянхи кун хаçата хатĕрленĕ чухне тĕп редактор, икĕ журналист, дизайнер, техника редакторĕ, редактор-консультантпа менеджер, водитель тăрăшаççĕ. Коллектив хатĕрлесе калăпланă хаçат Шупашкарти пичет издательство çуртĕнче пичетленет, почта уйрăмĕсене çитет, почтальонсем вара хаçата вулакансене салатаççĕ. Пирĕн хаçата районти 12 почта уйрăмĕнчи почтальонсем халăх патне çитерме пулăшаççĕ. Тавах вĕсене ырми-канми ĕçшĕн. Сивĕ-и, тăман-и, çумăр-и, шăрăх-и — почтальон хаçат валеçме васкать.
Хаçат кун-çулĕ, паллах, хисеплĕ вулакансем пулмасассăн вăрăм пулмасть. Эпир вĕсемпе яланах çыхăну тытма тăрăшатпăр. Район хаçатне пурнăç тăршшĕпех çырăнакан туссем те сахал мар пирĕн. Хисеплĕ вулакансем çырăнтару тапхăрĕнче пире шанса, яланах пĕрле пулса пире ĕçлеме вăй-хал парса тăраççĕ.
Хаклă вулакансем! «Каçал ен» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламлатăп. Тăван район хаçачĕ 95, 100… Тата ытларах çул тултарнине те пĕрлех кĕтсе илесчĕ. Уяв ячĕпе!
А.ЕФРЕМОВА,
тĕп редактор.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *