Воскресенье, 6 октября

Кашни ĕç шутра

Кашни ĕç шутра

Февралĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски ял тăрăхĕн поселенийĕнче пурăнакансем те пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсемпе, малашнехи ĕç планĕсемпе паллашма тата хăйсене хумхантаракан ыйтусене влаç органĕсене çитерме районти культура çуртне пуçтарăнчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова пĕлтĕр кашни ялта пурнăçланă ĕçсемпе туллин паллаштарчĕ. Сăмахран, Васильевка ялĕнче пĕлтĕр çынсен пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсене хутшăнса урамри çула юсанă, масара хăтлăлатнă, Кĕçĕн Каçалти, Комсомольскинчи, Çĕнĕ Шăхранти урамсене те вак чул сарса юсаса çĕнетнĕ. Чи пысăк ĕç вара — Кабалин микрорайонĕнчи, РТП территорийĕнчи, Центральная урамри площадкăсене хăтлăлатни, ача-пăча площадкисем туни. Чылай урамра çутăсене çутмалла тунă, тротуарсем сарнă. Çĕнĕ Шăхранти клуба юсаса çĕнетни те — ял халăхĕн пысăк савăнăçĕ. Ял тăрăхĕнчи 7 шыв башнине юсама май пултарнă. Тунă ĕçсем — пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе пурнăçланăскерсем.
Пухура сывлăх, социаллă хÿтлĕх, вĕренÿ, пенси, право ыйтăвĕсене те сÿтсе яврĕç. Ялта пурăнакансен вун-вун ыйту çуралать. Кама урамра хуçасăр йытăсем чупни канăç памасть, теприсем урамра автомашинăсем çав тери нумай çÿренипе кăмăлсăр, виççĕмĕшĕсене çулсемпе тротуарсене вăхăтра юртан тасатманни пăшăрхантарать. Пухура кашни çын хăйĕн ыйтăвне хускатма пултарчĕ.
— Ыйтусене шута илнĕ, çитес вăхăтра тулли хуравсем пулаççех. Ял тăрăхĕнче ыйтусене татса парас енĕпе эпир кашни кун ĕçлетпĕр. Тĕрлĕ тĕллевлĕ программăсене хутшăнса, çĕнтерсе, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тесе тăрăшатпăр, — пĕтĕмлетрĕ Мария Илларионова.
Комсомольски ял тăрăхĕнче пурĕ 2773 хуçалăх шутра, вĕсенче 6834 çынна регитрациленĕ. 2020 çулта 39 ача çуралнă, 90 çын пурнăçран уйрăлнă.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *