Пятница, 19 апреля

Ĕç планĕ пысăк – пурнăçламалли чылай

Ĕç планĕ пысăк – пурнăçламалли чылай

Ушкăнпа пуçтарăнсан пĕр- пĕрне итлемелли, калаçмалли, çĕннине пĕлмелли нумай çав. Çакна февралĕн 3-мĕшĕнче Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ Чĕчкен ял тăрăхĕн граждансен пухăвĕ те туллин çирĕплетсе пачĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов трибуна умне малтан ятарласа хатĕрленĕ, тикĕссĕн вуланакан отчет-докладпа тухмарĕ, ял администрацийĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне уйрăммăн каласа парса кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. 2020 çулта ял инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе кунта чылай ĕç пурнăçланă. Ку енĕпе поселени уйăрса панă укçа-тенкĕпе те, ытти çăлкуçсенчен килнĕ финанссемпе те усă курнă. Пĕтĕмпе пурнăçланă ĕçсене шутласа та пĕтереймĕн. Ялсене тирпей- илем кĕртесси, çулсене юсаса, пăхса тăрасси, социаллă-культурăллă объектсене тухăçлă ĕçлеме майсем туса парасси, пушартан сыхланасси, преступление хирĕç кĕрешесси… «Ку ĕçсем çулсеренех пулса пынă, малашне те пырĕç», — палăртрĕ Юрий Геннадиевич.
Ялсенче пăшăрхантаракан ыйтусем чылай. Чĕчкен ялĕнче, акă, шыв енĕпе лару-тăру кăткăс. Ку енĕпе иртнĕ çул чылай тăрăшма тивнĕ. Проектпа ытти документацисене хатĕрлесе çитерсе, экспертиза витĕр кăларас енĕпе ыйтусене татса пама май килнĕ. «Пăр тапраннă» теме пулать. Ĕçлемелли кăçал та нумай-ха. 11 километр шыв пăрăхĕсем хума, шыв уçлакан 2 башня хăпартма чылай укçа-тенкĕ кирлĕ.
Ял пуласлăхĕ унти социаллă-демографиллĕ лару-тăруран нумай килет. Республикăри ытти районсенчи пекех, Чĕчкен ял тăрăхĕнче те ялта пурăнакансен йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чĕчкен поселенийĕнчи ялсенчи 405 хуçалăхра 1310 çын пурăнни паллă.10 çул каялла ку кăтарту 1668 çынпа танлашнă. Çемье çавăракансем сахал, çураласлăх пĕчĕк. Иртнĕ çул вилекенсен йышĕ виçĕмçулхинчен пĕчĕкрех пулнă пулин те, çут тĕнчене килекенсем çав-çавах сахал.
Ял тăрăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекен пĕртен-пĕр пысăкрах организаци «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ анчах. Çавăнпа та пухура вырăнта ĕçпе тивĕçтерме май паракан çăлкуçсем шырамалли пирки калаçу чылай пулчĕ. Ялсенче пултаруллă, ĕçчен çынсем сахал мар. 2—3 е ытларах та ĕне тытакан хуçалăхсем те пур. Ял тăрăхĕнче официаллă майпа регистрациленĕ пĕр фермер хуçалăхĕ те çук. Патшалăх вара вĕсене ал-ура çавăрса яма çăмăллатнă йĕркепе пулăшма хатĕр. Çавăн пекех пĕчĕк предпринимательлĕ- хе аталантарас тĕлĕшпе те малтанхи вăхăтра укçа-тенкĕ енчен пулăшма шантарать. Вырăнти ертÿçĕ те, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов та пуçаруллăрах пулма ыйтрĕç, хăйсенчен мĕн килнипе пулăшма пулчĕç.
Кăçалхи çул республикăра та, пирĕн районта та пĕр уйăхрах чылай хутчен вут-çулăм алхаснă. Ял тăрăхĕнче «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ хăй шучĕпе 2 пушар машини тытса тăрать. Вĕсем кивелни пирки хуçалăх ертÿçи Р.М.Шарафутдинов пăшăрханса пĕлтерчĕ, пулăшу ыйтрĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕн те пушар сÿнтермелли автомашина пур, анчах та ăшă гараж çуккипе унпа хĕлле усă курма май çук… Кăçал ку ыйтăва татса парас тĕллевлĕ.
Пухăва район администрацийĕн тата ĕç тăвакан ытти влаç органĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем чылайăн хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче халăха социаллă хÿтлĕх парасси, пенси ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем, халăха ĕçпе тивĕçтересси, налук тÿлесси, пушартан асăрханасси, преступление хирĕç кĕрешесси, сывлăха сыхласси тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç, хуравсем пачĕç.
Районти АПК ветеранĕсен совечĕн председателĕ В.П.Николаев пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн, предприятисемпе организацисен хăйсем патĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă çынсем пирки манса каймалла маррине палăртрĕ. Хисеплĕ ватăсем пурăнакан çурт- сем çине çакна палăртакан паллăсем вырнаçтарма сĕнчĕ, çакă ÿсекен ăрушăн пысăк та витĕмлĕ тĕслĕх пулассине асăнчĕ.
Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов пĕтĕмлетрĕ. Ку тăрăхра ĕçчен те хастар çынсем пурăннине палăртса ялсем малашне те аталанасса шанса тăнине пĕлтерчĕ. Пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, кашниех хăйсем пурăнакан тавралăх илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшсан çеç пурте пулать. Çак шухăша палăртрĕ вăл, ăнăçу сунчĕ.
Пухура вырăнти налук виçине палăртрĕç, тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *