Понедельник, 22 апреля

Ачалăхне вăрçă татнă

Ачалăхне вăрçă татнă

Январĕн 11-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ Анна Леонидова сумлă юбилейне — çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнине паллă тунă.
Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин Анна Ивановнăна çак чаплă уявпа саламласа РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне панă, çирĕп сывлăхлă пулма, тăванĕсемпе çывăх çыннисен ăшшине малашне те туйса пурăнма суннă. Çавăн пекех вăл хисеплĕ кинемее район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсен парнисемпе чысланă.
Анна Леонидова хăйĕн пурнăçĕнче хура-шурне сахал мар курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вăл 11 çула кайнă хĕрача пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех ашшĕне фронта илсе кайсан Аннан ачалăхĕ пĕтнĕ тесен те юрать. Çемьере асли пулнă май вăл икĕ йăмăкне пăхнă, çитĕннисемпе танах колхозра тар тăкнă. 1943 çулхи апрель уйăхĕнче вĕсен килне усал хыпар çитнĕ — ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă.
Анна Кĕçĕн Çĕрпÿелти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ, самани йывăр пулнине кура унăн малалла ăс пухма май килмен. Тылра ырми-канми вăй хурса вăл «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.» медале тивĕçнĕ. Анна Ивановна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра ĕçленĕ, йăмăкĕпе Марийăпа пурăннă.
Халĕ кинемей пысăк, хăтлă çуртра пĕчченех пурăнать. Тăванĕсемпе кÿрши-аршисем ун патне час-часах килсе çÿреççĕ, тĕрлĕ ĕçсенче пулăшсах тăраççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *