Воскресенье, 28 апреля

Хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать

Хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать

Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче нумай çул вăй хуракан Елена Зайкова «Республикăри муниципаллă службăн чи лайăх ĕçченĕ» конкурсра çĕнтерни çинчен эпир нумаях пулмасть çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Паян хаçат вулаканĕсене пултаруллă хĕрарăмпа çывăхрах паллаштаратпăр.
Елена Николаевна Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче 2007 çултанпа вăй хурать. Вăл — тĕп специалист-эксперт. Е.Н.Зайкова хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвать, шанса панă тивĕçĕсене туллин тата вăхăтра, пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсен ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупса тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшмалла, хут ĕçĕпе те нумай лармалла, паянхи самана хăвăрт улшăнса пынине кура çĕнĕлĕхсене те вăхăтра алла илмелле. Специалистсем ял тăрăхне тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çулсерен тĕрлĕ программăсене хутшăнса ял тăрăхне хăтлăлатма проектсем хатĕрлеççĕ. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен, тĕллевсем патне ăнтăлма пĕлсен çитĕнÿ-сем пулаççех. Акă, 2014 çулхи кăтартусем тăрăх, Комсомольски ял тăрăхĕ «Чăваш Енри чи хăтлă ял поселенийĕ» ята тивĕçнĕ, ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Дипломĕпе наградăланă. 2015 çулхи пĕтĕмлетÿсемпе ял тăрăхĕ «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă пĕрлешÿ» ята илме тивĕç пулнă. Çак çитĕнÿсенче Е. Зайкован тÿпи пысăк.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ ял халăхне тĕрлĕ справкăсемпе тивĕçтерет, çурт-йĕр хăпартма е пĕр-пĕр объекта хута кĕртме ирĕк паракан документсем парать, вырăнти бюджета тултарас енĕпе те ĕçлет. Унсăр пуçне Елена Николаевна ял тăрăхĕн сайтне те ертсе пырать, куллен туса ирттерекен ĕçсене çутатса парать. Вĕсем вара сахал мар. Ял тăрăхĕн территорийĕнче çулсерен спорт, культура мероприятийĕсем питĕ анлăн иртеççĕ, вĕсене çынсем йышлăн хутшăнаççĕ.
Елена Зайковăна ĕçченлĕхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ял çыннисем те, пĕрле ĕçлекенсем те питĕ хисеплеççĕ. Вăл, ĕçчен те пуçаруллă пулнине кура, нумай Хисеп хучĕ- сене тивĕçнĕ, çав шутра — ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕ, «Единая Россия» партин рес- публикăри уйрăмĕн Тав çырăвĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотисем.
_ Ял тăрăхĕн аталанăвĕ кашни çын пĕр-пĕрне шаннинчен, обществăлла ĕçе, тавралăха тирпей-илем кĕртессине хастаррăн хутшăннинчен чылай килет. Эпир пурте пĕрле тăрăшсан пирĕн ял тăрăхĕ тата та аталанĕ, илемленĕ, — тет тăрăшуллă специалист.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *