Вторник, 23 апреля

Сыхă пулни пурнăçа упрать

Сыхă пулни пурнăçа упрать

«2021 çула хавас кăмăлпа кĕтсе илтĕмĕр пулин те, çулталăкăн пĕрремĕш кунĕсемех усал хыпар илсе çитерчĕç. Чи малтанах январĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Урнар ялĕнче тухнă пушарта 6 çын пурнăçĕ татăлчĕ, пурлăх çунса кĕлленчĕ. Ун хыççăн çине-çинех вут-çулăм республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче алхасрĕ. Çав шутра инкек пирĕн района пырса тиврĕ — 3 хутчен «хĕрлĕ автан» алхасрĕ. Январĕн 3-мĕшĕнче Янкасси ялĕнчи пĕр хуçалăхра мунча çунчĕ. Сăлтавĕ — мăрьене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса туманни. Ун хыççăнах Хырай Ĕнел ялĕнче çурт шалтан юрăхсăра тухнă. Ку тĕслĕхре – электроприбор юсавсăрри — вут-çулăм сăлтавĕ. Январĕн 7-мĕшĕнче Анат Тимĕрчкассинче тухнă вут-çулăм, пурлăха пĕтĕмпех кĕле çавăрнă. Шел пулин те кил-çурт та, хурлатăсем те пĕтĕмпех çуннă.
Çавăнпа та пурнăçа тата пурлăха пушартан сыхласси чылай чухне хамăртан килни пирки асăрхаттаратпăр, тимлĕ пулма ыйтатпăр. Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине, электричество оборудованийĕн, хутмалли тата ăшăтмалли кăмакасен, мăрьесен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмаллине, пиротехника япалисемпе усă курнă чухне тата кăвайт чĕртсен асăрхануллă пулмаллине аса илтеретпĕр.
Хисеплĕ граждансем, хăвăрăн, çемйĕрсен тата юнашар пурăнакан е ĕçлекен ытти çынсен хăрушсăрлăхĕ сирĕн сыхăлăхран тÿрреммĕн килет! Пушар хуралĕн телефонĕсем — «01» тата «101»!
Çак кĕске вăхăтрах Чăваш Республикинче алхаснă 36 пушарта 14 çын пурнăçĕ татăлнă.
Владимир Анатольевич ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *