Такăр çул яла илем кÿрет

Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçласа 2020 çулта республика харпăрлăхĕнчи 23 çул сыпăкĕсене çĕнетме тĕллев лартнă.
Асăннă проектпа килĕшÿллĕн район территорийĕнчи çулсене тĕпрен юсаса çĕнетме плана кĕртнĕ. Çакă «Калинино — Батырево — Яльчики — Починок Инели — граница Республики Татарстана» автоçула пырса тивет. Асăннă участокри çул-йĕре юсама тата хăтлăлатма «Виртуальный мир» ООО-на шанса панă. Паянхи куна çул-йĕр проекчĕн чылай ĕçне пурнăçланă. Сăмахран, Комсомольски, Урмаел, Чĕчкен, Анат Тимĕрчкасси, Александровка, Луцки, Хырай Ĕнел ялĕсенчи автоçулсен хĕррипе хунарсем вырнаçтарнă, çынсене çÿреме тата вĕренÿ учрежденийĕсен умĕнчи автоçулсен хĕррипе тротуарсем сарнă, çуран çÿрекенсене автомашинăсенчен сыхланма ятарлă решеткесем вырнаçтарнă. Планпа килĕшÿллĕн ĕç декабрь уйăхĕнче пĕтĕмпех вĕçленмелле.
Спортзалсем çĕнелеççĕ
Ялсенчи шкулсен спорт залĕсем — совет саманинче тунăскерсемех. Ку таранччен вĕсене тĕпрен юсанă тĕслĕх-сем пулман та. Чылай çул унтан-кунтан кăштах юсанипе çеç çырлахнă тесен те юрать. «Вĕренÿ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăнсассăн вара лару-тăру улшăнчĕ: спорт залĕсене тĕпрен юсама пуçларĕç. Кăçал кăна республикăри ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи 22 объекта йĕркене кĕртнĕ. .
Районти спортзалсене юсассине те тахçанах кĕтнĕ. Стенасемпе маччасене йĕркене кĕртнĕ, электричество хатĕрĕсене улăштарнă, спорт хатĕрĕсене упрамалли, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсене юсанă. Пĕтĕмпех çĕнĕ кунта.
«Паян спорт залĕ хальхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерет. Куншăн пурте савăнатпăр. Таса та çутă, хальхи вăхăтри требованисене туллин тивĕçтерекен спортзала физкультура урокĕсене çÿреме чăннипех те пысăк савăнăç. Ачасем спортпа туслă. Шкулта спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ, унта çÿрекенсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ», — пĕлтерчĕ Александровка тĕп шкулĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Галина Краснова.
Александровка, Хырай Ĕнел, Чĕчкен шкулĕсенчи педагогсемпе вĕренекенсен ĕмĕчĕсем тинех пурнăçланнă. Кунта шкулти кашни спортзалта 1 МИЛЛИОН ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *