Понедельник, 7 октября

Пуçа усма хăнăхман Галина

Çĕр çинче пархатарлă професси чылай. Анчах кирек епле ĕçе алла илес тесен те мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренни, пуçа усманни, малалла ăнтăлни паха. Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Галина Николаевна Волкова та çакна мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿснĕ. Ахальтен мар вăл шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнă, икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçра экономист тата физкультура учителĕн профессийĕсене суйласа илнĕ.
Паянхи кун Галина Николаевна Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче социаллă педагогра тăрăшать. Çак ĕçе кÿлĕннĕренпе 17 çул çитет ĕнтĕ. Кунта тăрăшма тытăниччен вара Галина професси ăсталăхĕпе чылай çĕрте усă курма ĕлкĕрнĕ. Пĕр вăхăт вăл Ульяновск хулинче ĕçленĕ, каярах Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче бухгалтерта тăрăшнă. Спорта юратаканскер 2001 çулта Дубовкăри пуçламăш шкулта физкультура учителĕн ĕçне кÿлĕннĕ. Çак вăхăтра вăл хăй чăннипех те спорта чунтан юратнине туйса илнĕ.
— Спортпа мĕн ачаран туслă. Геннадий Петухов учитель пирвайхи утăмсене тума пулăшрĕ, вăл спортпа туслаштарчĕ. Çăмăл атлетикăра, йĕлтĕрпе чупассипе чылай ăмăртура палăртăм, — пĕлтерчĕ Галина Николаевна.
Вăр-вар та маттур хĕрарăм яланах хастаррисен ретĕнче пулнă. Вăл хăй çеç мар, ачисене те спортпа туслаштарнă. Район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусенчен вĕсем нихăçан та айккинче юлман, юлмаççĕ те. Раççей шайĕнчи тупăшусенчен те медальсемпе таврăннă Галина. Вăл кашни çулах ял вăййисен спартакиадине хутшăнать. Çуран чупать, тăршшĕне сикет, çавапа çулать. Сăмахран, 2014 çулта асăннă ăмăртура вăл 3-мĕш вырăна тухнă, 2016 çулта 2-мĕш вырăнпа таврăннă, 2018 çулта — 1-мĕш вырăн.
Юлашки вăхăтра хĕрарăм кире пуканĕпе туслашнă. Хĕрĕ Ксения та амă- шĕнчен юлмасть иккен. Çитĕнÿсем патне пĕрле ăнтăлаççĕ вĕсем.
Галина икĕ ывăлпа хĕре воспитани парать. Василийпе Володя амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухма та ĕлкĕрнĕ, Ксения 4-мĕш класра пĕлÿ пухать.
Галина Николаевна ырă чунлă анне, хисеплĕ вĕрентекен, çав вăхăтрах обществăлла ĕçе хутшăнма та ĕлкĕрет. Харсăрскер иккĕмĕш хут Комсомольски ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн депутатне суйланнă. Ку ĕçре те хастарлăхĕпе палăрать вăл, халăхпа пĕр чĕлхе тупса вырăнти влаçпа общественноç хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет.
Пуçаруллă хĕрарăм кашни куна савăк кăмăлпа пуçлать. Ахальтен мар вăл çапла пĕлтерчĕ:
— Пурнăç телейĕ пурлăхпа ытлăх-çитлĕхрен анчах мар, чун туртăмĕнчен те килет. Хĕвел тухнăшăн, уйăх çутатнăшăн, çĕнĕ кун пуçланнăшăн савăнма, çывăх çынсене ăнланма пĕлмелле. Çакă вăл — пурнăç илемĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *