Четверг, 25 апреля

Фестиваль çиччĕмĕш хут иртрĕ

«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран», — тенĕ ваттисем. Ачана пĕчĕкренех тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парасси чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен килет. Çитĕнекен кашни ача хăйне кура пĕчĕк талант. Çак таланта вара малалла аталантарма пĕлмелле çеç. Пĕри юрлать, тепри ташлать, виççĕмĕшĕ пĕр-пĕр инструментпа калама вĕренет. Ачана тĕрĕс çул кăтартса, вĕрентсе пырсан, унран пултаруллă çын пулатех.
Районти ачасен искусство шкулĕн раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче «Ача-пăча сасси» фольклор фестиваль-конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал фестиваль-конкурс дистанци мелĕпе иртрĕ пулсассăн та районти 70 ытла пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пулчĕç, чи çамрăкки — пиллĕкре, чи асли — вунулттăра. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ классенче вĕренекен ачасем те юрласа, ташласа тата тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче выляса тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах вара наци тумĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартакансене пăхма кăмăллă пулчĕ.
Ача-пăча пултарулăхне сумлă жюри пысăк хак пачĕ. Чи лайăх та пултаруллисене дипломсем парса чысларĕç.
Пирĕн тăрăхра талантлă ачасем нумай пулни чунтан савăнтарать. Ку, паллах, пирĕн пуласлăх. Районти искусство шкулĕн администрацийĕ фестиваль-конкурса хутшăннă конкурсантсене тата вĕсен ертÿçисене тав сăмахĕ калать.
Т.МАКАРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *