Пятница, 19 апреля

Авалхи юрăсене халăх патне çитеретпĕр

Авалхи юрăсене халăх патне çитеретпĕр

Ламран лама пыракан йăлапа эпир Кивĕ Сĕнтĕр ялне пырса çитрĕмĕр. Мĕн илсе килчĕ-ха пире çак ялта пурăнакан Елизавета Семеновна Челакова патне; Кĕскен каласан, юрă-кĕвĕпе çав тери интересленнине пула унран ĕлĕкхи юрăсене çырса илес терĕмĕр.
Елизавета Семеновна 84 çула çитнĕ пулин те юрăсен сăмахĕсене питĕ лайăх ас тăвать. Унăн сасси те уçă, хитре янăрать. Юрăçă çак ялта 1958 çултанпах пурăнать. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Икĕ ывăлĕ тĕп хуламăрта — Шупашкарта — пурăнать, тепĕр ывăлĕ хамăр районта тĕпленнĕ. Елизавета Семеновнăпа Николай Николаевич яланах пĕрне- пĕри хисеплесе пурăннă. Халĕ вĕсен тăватă мăнук çитĕнет. Шел пулин те, Николай Николаевич мăшăрĕнчен уйрăлса кайнăранпа 14 çул иртрĕ. Вăл ĕмĕрĕпех колхозра зоотехникра ĕçленĕ.
Елизавета Семеновна каласа панă тăрăх, унăн мăшăрĕ ĕçчен те ырă кăмăллă пулнă. Çавна май хĕрарăм яланах юрă-кĕвĕпе туслă пурăннă, кулленех юрăсем шăрантарнă. Лиза аппа ĕлĕкхи улах, вăйă, ĕçкĕ, Çăварни, Мăнкун юррисене халĕ те аван астăвать. Хальхи юрăсене те нумай пĕлет вăл.
85 çула çитсе пыракан ватă юлашки çулсенче çеç выльăх усрама пăрахнине палăртать. «Урăх пурнăç кирлĕ мар мана, çав тери аван пурăннă, пурăнатпăр та», — терĕ вăл пире ăсатнă май.
Лăпкă, сăпайлă, ырă кăмăллă çынпа калаçса чунăм çав тери савăнчĕ. Сывлăх пулсан татах та юрăç патне çитсе килме хама сăмах патăм.
Тата çакна та каласа хăварам, нумаях пулмасть эпир Виçпÿрт ялĕнче пурăнакан Римма Кузнецова патне те çитсе килнĕччĕ. Унран эпир тĕне кĕмен чăвашсен халăх юррисене çырса илнĕччĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне илемлетсе халăх умне те кăлартăмăр. Елизавета Челаковăран çырса илнĕ юрăсемпе те тĕрлĕ концертсенче куракансене савăнтарăпăрах.
В.ПАВЛОВ,
«Каçал» халăх фольклор
ансамблĕн ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *