Понедельник, 14 октября

Ултавçă çÿхетет енчĕке

Ултавçă çÿхетет енчĕке

Дистанци мелĕпе улталакансен йышĕ кунран кун ÿссе пырать.Çакă чăннипех те сисчĕвлентерет. Çак кунсенче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче телефонпа шăнкăравлакансенчен сыхланас тата профилактика ĕçĕсем туса ирттерес тĕлĕшпе канашлу иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.Зайнуллин, район прокурорĕ О.Васильев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕп больница ертÿçи, вăтам шкулсен директорĕсем хутшăннă.
Канашлура ултавçăсенчен шар курнă тĕслĕхсене сÿтсе явнă. Паянхи кун тĕп тĕллев — ялсенче пурăнакансем патне улталани пирки информаци çитересси, асăрхануллă пулма каласси.
— Юлашки вăхăтра республикăра пурăнакан чылай çынна улталанă. Ултавçăсен тĕллевĕ — банк реквизичĕсене, пароле ыйтса пĕлесси, шанăçа кĕрсе пурлăха йăкăртасси. Çакна паянхи кун темшĕн республикăра пурăнакансем кирлĕ пек йышăнмаççĕ. Темĕн чухлĕ улталанă тĕслĕх пирки çырса, асăрхаттарса, курнăçса каласа паратпăр, пĕлтеретпĕр пулин те «серепене» лекекенсен йышĕ кунран кун ÿсет. Районта пурăнакасене улталанă тĕслĕхсем те пур. Ултавçăсенчен асăрханасчĕ, — пĕлтернĕ Ринат Зайнуллин.
Чăннипех те мошенниксен аллине лекнисем чылайăн. Кун пирки Интернет хутлăхĕнче те нумай çырса пĕлтереççĕ. Çак кунсенче çеç республикăра пурăнакансене 2 миллион ытла тенкĕлĕх улталанă. Тепĕр хут асра тытма ыйтатпăр, банксен хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем клиентсем патне шăнкăравламаççĕ, нимĕнле даннăйсем те ыйтмаççĕ.
Енчен те сире палламан çын телефонпа шăнкăравласа банк карттин номерĕ çинчен, укçа-тенкĕ куçарасси çинчен, кредит илесси пирки калаçма пуçларĕ пулсан, çав калаçăва чарса лартăр. Ан итлĕр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *