Чир каялла чакмасть

Чир каялла чакмасть

Статистикăна тишкерес пулсассăн çĕршывĕпе коронавирус ернĕ тĕслĕхсем нумай. Декабрĕн 3-мĕшĕ тĕлне Раççейĕпе 2375546 çын чирлени паллă, 1859851 çын сывалнă, 41607 çын вилнĕ.
Пирĕн республикăра та кăтартусем лăпланма иртерех пулнине çирĕплетеççĕ. Мĕншĕн тесессĕн кунсерен 120—130 çын чирлине тупса палăртаççĕ. Çав шутра районта пурăнакансем те пур. Тĕслĕхрен, районта паянхи куна 24 çын коронавируспа чирли паллă, вĕсемпе хутшăнăва кĕнисем тата 32-ĕн. Коронавирус чирĕпе пурĕ вара 340 çын чирленĕ, 9 çын вилнĕ. Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, цифрăсем ÿсни шухăшлаттарать.
Чир аллине лекес мар тесен мĕн тумалла-ха; Паллах, чару мерисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă хамăр сывлăха çеç мар, ытти çынсен пурнăçне çăлма та май парĕ.
Районта, акă, мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслев вăйне кунсерен ÿстереççĕ. Мĕн чухлĕ рейд, тĕрĕслев ирттереççĕ вĕсем: кашни кунах ялсем тăрăх тухса çÿреççĕ, районта пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ, асăрхаттараççĕ, ытти регионсенчен килнисем, хăрушлăх ушкăнĕнчисем самоизоляци режимне епле пăхăннине асăрхасахтăраççĕ. Унсăр пуçне, обществăлла вырăнсенче, лавккасенче çынсем маска режимне епле пăхăнни те — мобильлĕ ушкăн тимлĕхĕнчех.
Шел пулин те, маска тăхăнмасăр çÿрекенсем те, суту-илÿ точкисенче дезинфекци туманнисем те пур-ха. Çавна май вĕсене явап тыттарма тиветех. Çавăн пекех каласа хăвармалла: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кафесемпе ресторансенче уявсем тума, йышлăн пухăнма чарнă. Çапах çак кунсенче Шупашкарти мобильлĕ ушкăн шăпах кафере уяв тăвакансене асăрханă. Йĕркене пăхăнманнисен вара административлă майпа явап тытма тивет. Çынсене 1 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенке яхăн, пуçлăхсене тата усламçăсене 50 пин тенке яхăн, предприятисене 100—300 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Çавăнпа та йĕркене пăсса уяв ирттерес марччĕ, йышлăн пухăнассинчен пăрăнасчĕ.
Коронавирус — хăрушă чир. Вăл çыннăн пурнăç хакне тăма пултарать. Эппин, хамăрăн тата таврари çынсен сывлăхĕ пирки шухăшласчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *