«Пĕрлĕхре вăй! Тăван тăварпа пиçнĕ»

«Пĕрлĕхре вăй! Тăван тăварпа пиçнĕ»

Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Георгиевна КРАСНОВА аса илĕвĕнчен.
Мĕн тери ырă та лайăх вăхăтчĕ ун чухне. Пурте çамрăк та вăйпитти çынсемччĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыраттăмăр, пĕр кăмăлтан пурăннă, ватăласси çинчен аса та илмен. Пурнăç вара йăлтах урăхла, пĕр чарăнмасăр малалла шăвать те шăвать. Этем пурнăçĕ те çавăн пекех, ялкăшса илет те сÿнет. Эпир çакна сывă чухне ăнлансах çитерейместпĕр. Хамăртан кам та пулин уйрăлса кайсан çеç ăнланса илме пуçлатпăр.
1980 çулсенче Коля Денисов авланнине эпĕ питĕ лайăх астăватăп, туя тăвансем нумайăн пуçтарăннăччĕ, вĕсен хушшинче Йĕпреçри Корнилий Александровичăн Саша мăнукĕ те, тин çеç çар службинчен килнĕччĕ. Вăл çавăн чухне кунти тăвансене ытла та сахал палланă пирки пăшăрханса калаçрĕ. Çакăн хыççăн эпир Евкен тетен мăшăрĕ Зинаида Ильинична тата темиçе çын пĕр-пĕринпе калаçса «Тăвансен тĕлпулăвне» ирттересси пирки сăмах хускатрăмăр, çакна çитес вăхăтсенчех туса ирттересси пирки те калаçса татăлтăмăр.
Апла пулин те вăхăт ерипен шурĕ те шурĕ, эпир хускатнă ыйту та çаплах манăçа юлчĕ. Унтанпа 10 çул та иртсе кайрĕ. Вăхăт иртнĕ май эпир, Евкен тете, Евгений Акчурин тата Зинаида Ильинична пуçарнипе 1990 çулсенче çак ыйтăва тепĕр хут хускатрăмăр. Ятарлă программа çырса хатĕрлерĕмĕр. Чи малтанах вара тăвансене пур çĕртен те чĕнме пуçларăмăр.
Акă палăртнă кун çитрĕ. 1991 çулхи июлĕн 13-мĕшĕ. Çак кун Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче Ольгăпа Александр Акчуринсенчен аталанса кайнă тăвансен тĕлпулăвĕ пулса иртрĕ. Хăнасем палăртнă вăхăта пуçтарăнма пуçларĕç. Шупашкарпа Канашран, Йĕпреçпе Çĕрпÿрен, Кÿкеçрен, çывăхри хулапа районсенчен анчах мар, инçетри Новороссийскпа Свердловскран, Ленинградпа Саранскран, Ульяновск облаçĕнчен килсе çитрĕç.
Вăл вăхăтра ялти клубра шăпах юсав ĕçĕсем тума пуçланăччĕ, тĕлпулăва ялти шкулта ирттермелле пулчĕ. Шкулăн акт залĕн пĕр кĕтесĕнче икĕ чÿречеллĕ ĕлĕкхи çурт пулнă пек илемлетрĕмĕр, кăмака, арча, сĕтел, тенкел вырнаçтартăмăр. Зала плакатсемпе тата шарсемпе илемлетрĕмĕр. Кашни çемье кам мĕнле çемьерен тухнине пĕлтерсе стенд хатĕрлерĕмĕр. Евкен тете асаттерен тухнă пилĕк сыпăкран тăракан ăру йывăççине сăнÿкерчĕксемпе илемлетсе хатĕрлерĕ. Йĕпреçре пурăнакан Нарспи аппа пысăк плакат çине Корнил тетерен тухнă тăвансене мăшăрĕсемпех сăнÿкерчĕксемпе илемлетсе, кам хăçан çуралнине кăтартса стенд илсе килнĕ. Тăвансенчен нумайăшĕ хăйсен «ăру» йывăççисене илемлетсе ÿкерсе килнĕ, вĕсене курăнмалла вырăна çака-çака хутăмăр е уйрăм стенд пек вырнаçтартăмăр.
Питех те çутă та илемлĕччĕ вăл кун. Пур тăвансем те пухăнса çитсен урама тухрăмăр та мăнаçланса утса ял варринчи пысăк та илемлĕ çурт умĕнче чарăнтăмăр. Ку вырăнта ĕлĕк ман асаттепе асанне /Ольгăпа Александр Акчуринсем/ пурăннă. Çак вырăнтах Анна, Марье, Давыд, Василий тата Корнилий пĕр тăвансем çуралнă, ашшĕ-амăшĕн пилĕсене ăша хывса çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕп киле вăталăх ывăлне пурăнма хăварнă. Василий ывăлĕ килте нумаях пурăнайман, ăна иккĕмĕш тĕнче вăрçине илсе кайнă. Вăл Ржев патĕнчи вăйлă çапăçура пуçне хунă. Асаилÿсемпе хумханса пурте пĕрле ял масарĕ çине çитсе килтĕмĕр.
Шкулта çамрăк тăванăмăрсем Наташăпа Саша Акчуринсем тата Лариса Краснова ĕлĕкхи чăвашсен йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Уяв ячĕпе пире саламлама ял Совечĕн пуçлăхĕ Г.Ракчеев, колхоз председателĕ В.Арсентьев та килсе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле ялти культура çурчĕн директорĕ Л.Чернов, район хаçатĕнче ĕçлекенсемпе фотокорреспондентсем пулчĕç. Çакăн пек пархатарлă ĕç пуçарнăшăн пуçлăхсем пире пурне те тав турĕç. Акчуринсен тĕп килĕнче çемье музейĕ уçма май пурри пирки калаçрĕç тата Акчуринсен йывăç аллейине лартма йышăнчĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор коллективĕ тăвансене çак паллă пулăмпа саламларĕ, малашне те çакăн пек мероприятисем иртессе шанса ăшă сăмахсем каларĕ. Тĕлпулăва йĕркелесе пыракансем Евгений Давыдовичпа Зинаида Ильинична мăшăрсем пулчĕç. Евкен тете мĕн пур пуçтарăннă хăнасене ăшшăн тав туса саламларĕ, вĕсен шучĕ 140 çынран та иртнине пĕлтерчĕ.
Пĕр-пĕринпе çапла паллашрăмăр, сăнÿкерчĕксем ÿкерттертĕмĕр, малашнехи ĕçсем çинчен те калаçрăмăр. Малалла уяв шкул картишне куçрĕ. Картишĕнче вăрăм сĕтелсем, сĕтелсем çинче тутлă апат-çимĕç, сăмаварсенче чей вĕресе ларать. Сĕтел хушшинче мĕнле кăна асаилÿсем, тав сăмахĕсем пулмарĕç, мĕн тĕрлĕ кăна юрă янăрамарĕ пулĕ; Пуçтарăннă тăвансем мĕн çĕрлеччен пĕрле калаçрĕç, савăнчĕç, тулли сĕтел хушшинче тутлă апат-çимĕç çисе сăйланчĕç, кăпăклă сăрине те тутанчĕç, юрăсем те юрларĕç. Çамрăкраххисем купăс сассине янраттарса тăраниччен ташларĕç.
Тăванлăх уявĕ каç пуласпа ял варринчи кÿлĕ хĕррине куçрĕ. Мĕн чухлĕ юрă аса илмерĕмĕр пулĕ, малтан пĕри пуçласа ярать те, вăл юрра юрласа пĕтернĕ çĕре тепри çĕнĕ юрă пуçлать. Шурăмпуç киличченех çапла лартăмăр тăвансемпе, пулă шÿрпи çирĕмĕр, шашлăкне те тутантăмăр. Пирĕн асрах çав тĕлпулу, нумай çул иртрĕ пулин те халĕ те аса илетпĕр тăвансемпе пĕрле ирттернĕ çак тĕлĕнмелле тĕлпулăва.
Ку тĕлпулăва хатĕрлесе ертсе пыма Евкен тетепе инке, Зинаида Ильинична, хĕллехи каçсенче ĕçрен таврăнсан нумай шутласа пĕрле калаçнă, программа хатĕрленĕ, мăн асаттерен тухнă пилĕк сыпăкри тăвансене шыраса тупнă, вĕсем патне йыхрав хучĕсем ярса панă. Тав вĕсене уншăн. Геннадий Давыдович тетепе унăн мăшăрĕ Феодосия Исаковна хăнасене кĕтсе илсе вĕсене ăсатса янă. Аякран килекен тăвансем пурте тĕп киле, асатте пурăннă çурта кĕрсе тухрĕç, вĕсем пурне те хапăл туса кĕтсе илчĕç. Пысăк тав вĕсене. Тав хамăн мăшăра, Василий Сергеевич Краснова. Вăл вăхăтра колхозра УАЗ машина пĕрре анчах пулнă, мĕнпур япалапа апат-çимĕçе ун машинипе турттартăмăр. Тав Афанасьевсен, Денисовсен, Александровсен, Соколовсен çемйисене. Çак тĕлпулăва лайăх ирттерес тĕллевпе кашни çемьене çирĕплетсе панă ĕç пулнă, пурте пĕр харăс тăрса, пĕр-пĕрне пулăшса эпир çак тĕлпулăва лайăх ирттерсе яма пултартăмăр, хамăр пурнăçра асăнмалăх йĕр хăвартăмăр.
Тепĕр 12 çултан, 2003 çулта эпир тăвансемпе асаттен 100 çулне паллă турăмăр. Давыд Александрович Акчурин, манăн асатте, чылай çул «Красный Октябрь» колхоза ертсе пынă. Вăл вăхăтра хуçалăх районта малта пыракан колхозсенчен пĕри пулнă. Халь ялта Акчуринсен паркĕ пур. Кунти йывăçсем самаях ÿсрĕç ĕнтĕ, йывăçĕсем те пирĕн тăвансем пекех ÿсеççĕ. Кашни çыннăнах хăйĕн тăванĕсене пĕлмелле, вĕсемпе çирĕп çыхăну тытмалла. «Пĕрлĕхре вăй! Тăван тăварпа пиçнĕ» тесе ахаль каламан ĕнтĕ ваттисем.
Тав тăвар ваттисене,
Пил парса ÿстернĕшĕн.
Мĕнле пурăнмаллине,
Пĕчĕкрен вĕрентнĕшĕн.
Çынпа çын пек пулмалла,
Ырлăх-сывлăх сунмалла.
Туйăм алăкне уçса
Калаçма та пĕлмелле.
Шел пулин те Раиса Георгиевна паянхи кун пирĕн хушăра çук. Унăн сăнарĕ тăванĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *