Понедельник, 14 октября

Ултав макăртать, чуна ыраттарать!

Ултав макăртать, чуна ыраттарать!

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансем ултав серепине тăтăшах лекнине хаçат-журналсенче вуласа, радиопа итлесе, телевизорпа курса пĕлетпĕр. Полици ĕçченĕсем ултав серепине лекесрен тăтăшах асăрхаттараççĕ.
Анчах та хальлĕхе пĕтĕм ĕç кăлăхах! Ултавçăсен серепине лекекенсем йышлансах пыраççĕ. Республикипе илес пулсассăн, вĕсен шучĕ кунсерен пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. Акă çак кунсенче çеç районта пурăнакан икĕ çынна «шăнман пăр» çине лартнă. Магазинта ĕçлекен сутуçă ултавçăсене 60 пин тенкĕ куçарса панă тата тепĕр хĕрарăм 140 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.
— Пĕрремĕш тĕслĕхре ултавçă магазинта ĕçлекен сутуçă патне шăнкăравланă, магазин хуçин юлташĕ тесе пĕлтернĕ те Роспотребнадзорта çивĕч ыйтусене татса пама 60 пин тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Сутуçă шутласа тăмасăрах телефон номерĕ çине асăннă суммăна куçарса панă. Иккĕмĕш тĕслĕхре вара ултавçăсем Мускав хулин прокуратура ĕçченĕсен ячĕпе шăнкăравланă. Телефонпа калаçакана 560 пин тенкĕ компенсацие тивĕçнине пĕлтернĕ, анчах ăна илме 140 пин тенкĕ куçарса пама ыйтнă. Ултавçăсен аллине лексе хĕрарăм 140 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă. Ку енĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, — пĕлтерчĕ пире районти шалти ĕçсен пайĕн аслă следователĕ Марина Евдокимова.
Çынсене тата мĕнле асăрхаттарма пулать; Хаçатра кун пирки тăтăшах çыратпăр. Банк карттипе тавар туяннă, сутнă чухне тимлĕ пулмаллине пĕрре кăна мар çырса кăтартнă. Çук! Çынсем татах серепене лекеççĕ.
— Паянхи кун ултавçăсем çине-çинех суйса укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем тата вĕсенчен асăрханмалли çинчен социаллă сетьсенче, официаллă сайтсенче час-часах асăрхаттарса çыраççĕ. Унсăр пуçне тата суту-илÿ çурчĕсенче, обществăлла вырăнсенче ятарлă памяткăсем вырнаçтарса тухнă. Ултавçăсен суймалли мелĕсем те кунсерен çĕнелсе пыраççĕ. Телефонпа шăнкăравлакансем юлашки вăхăтра право хуралĕн, прокуратура ĕçченĕсен ячĕпе те шăнкăравлама именмеççĕ. Хисеплĕ вулакансем, сире асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр. Вăл яланах вăрттăнлăхра пулмалла. Тавар туяннă, сутнă чухне те тимлĕ пулăр. Палламан, пĕлмен çынсене укçа-тенкĕ куçарса ан парăр, — асăрханма чĕнсе каларĕ район прокурорĕн çумĕ А.Афанасьев.
Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ултавçăсем республикăра пурăнакан çынсен 3 миллион тенкине йăкăртнă.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *