Воскресенье, 19 мая

Асăрханни вырăнлăрах

Асăрханни вырăнлăрах

Республикăра коронавируспа чирлекенсем йышлансах пыраççĕ. Кунсерен 70 ытла çыннăнне çак вируса çирĕплетеççĕ. Чылайăшĕн чир паллисем те çук. Çавăнпа та вĕсем хăйсем чирлине пĕлмеççĕ те. Анализсем пани çеç çакна палăртма май парать. Коронавируспа чирличчен асăрханни аванрах. Анчах та чылайăшĕ хăй е çывăх çыннисем аптраса ÿкмесĕр хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма тытăнмасть. Чир-чĕртен асăрханса маскăсем тăхăнмалла, дезинфекцилекен хутăшсемпе тăтăшах усă курмалла, халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче пулма тăрăшмалла мар. Республикăра 16 çултан кĕçĕнреххисене суту-илÿпе кану центрĕсене аслисемсĕр çÿреме чарнă. Канмалли кунсем е уроксем хыççăн ачасем вăхăта суту-илÿ центрĕсенче ирттереççĕ, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма васкамаççĕ. Çавăнпа та вĕсене аслисемсĕр çÿреме чарма йышăннă. Çавăн пекех предприятисемпе организацисене те дистанци майĕпе ĕçлеме пултаракан специалистсене çакăн пек ĕç йĕрки туса пама сĕнеççĕ. Командировкăсене ярассинчен те тăхтаса тăмалла.Тĕрлĕ ларусене, конференцисене те дистанци майĕпе йĕркелеме сĕннĕ. Çавăн пекех Чăваш Енри тата темиçе больницăна коронавируса сиплемелли стационарсен шутне кĕртеççĕ. Чăваш Республикин сывлăх министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăри сыватмăшсенче чирпе кĕрешме 2355 вырăн йĕркеленĕ. Чирлекенсем вара нумайлансах пыраççĕ. Çавна май Патăрьел тата Канаш районĕсенчи тĕп больницăсене коронавируспа чирлекенсем валли йĕркелеме палăртнă. Çак сыватмăшсене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе, ÿпкене вĕртермелли аппаратсемпе, кислород памалли хатĕрсемпе, эмелсемпе тивĕçтерме тытăннă. Чирлекенсем тата та йышлансан çак медицина учрежденийĕсенчен ковид-госпитальсем туса хурĕç. Çакă республикăри кăнтăр районсенче пурăнакансене пулăшу кÿме май парĕ. Паянхи кунччен Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрнар районĕсенчи тĕп больницăсен ĕç йĕркине те коронавируспа чирлисене йышăнмаллипе улăштарнă.
Лару-тăру çивĕчленсенх пырать: чирлекенсен шучĕ ÿсет, вилекенсем те пур. Апла пулсассăн чи кирли — вирусран асăрханни, сывлăха упрани. Сăлтавсăрах обществăлла вырăнсене, суту-илÿ магазинĕсене тухса çÿрес марччĕ, профилактика тата гигиена правилисене пăхăнасчĕ.
РАÇÇЕЙĔПЕ: /ноябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне/
— талăкра 21038 çын чирленĕ;
— covid-19 чиртен пурĕ 32032 çын вилнĕ.
РЕСПУБЛИКĂРА:
— талăкра 78 çын чирлине палăртнă, пурĕ пандеми пуçланнăранпа 181 çын вилнĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *