Пятница, 26 апреля

Вăхăтра тумарăн – штраф тÿле

Вăхăтра тумарăн – штраф тÿле

Район прокуратури «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автоçулсем» наци проектне пурнăçланă чухне саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Район территорийĕнче 2019 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи патшалăх контракчĕпе килĕшÿллĕн «Виртуальный мир» ООО Хырай Ĕнел ялĕ витĕр тухакан çул çинче çутăсем вырнаçтарас тата вĕренÿ организацийĕсем çывăхĕнче çуран çÿрекенсене валли çул урлă каçмалли вырăнсем тăвас енĕпе ĕçлет. Контракт тăрăх çак ĕçсене августăн 25-мĕшĕччен туса пĕтермелле пулнă. Анчах та подрядчик палăртнă срокра вĕçлеймен, пĕтĕмĕшле 13 миллиона яхăн тенкĕлĕх ĕçсене туса пĕтермен. Контрактра палăртнă тивĕçсене пурнăçламанни çул-йĕр çинче инкек патне илсе пыма пултарать.
Район прокурорĕ çак тĕслĕхпе административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă. Ăна пăхса тухнă хыççăн «Виртуальный мир» ООО директорне 324 пин тенкĕлĕх штраф панă. Унсăр пуçне ун тĕлĕшпе саккуна пăснине тÿрлетмелли çинчен представлени çырнă.
Контрактра палăртнă ĕçсем малалла мĕнле пурнăçланнине район прокуратури тĕрĕслесе тăрать.
А.АФАНАСЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *